Ҫӗр ҫинчи илемлӗ вырӑнсем туристсене хӑйсем патне кӑчӑк туртаҫҫӗ. Шел те, илемлӗскерсем тӗрлӗ тӑрӑхра вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа кашнине ҫитсе курмашкӑн пӗр ӗмӗр те ҫитес ҫук. Телее, вӗсемпе виртуаллӑ мелпе те пулин паллашма май пур.
Кайкос и Теркс утравсем Кариб тинӗсӗнче вырнӑҫнӑ. Кунта ҫулсерен килсе куракан ҫын питӗ нумай. Кайкос тата Теркс – океан тата пляж. Хӑйӑрлӑ пляжсем ҫинче киленме пулать, океанра коралл рифсем тата хумсем. Эппин, унта серфинг, дайвинг тата спортӑн шыври ытти тӗсӗ аван аталаннӑ.
Нидерландри Кёкенхоф сад пысӑках мар Лиссе хулара вырнаҫнӑ. Вӑл тюльпан тата ытти чечексем ӳсекен ҫаранпа палӑрса тӑрать. 32 гектар лаптӑкра 4,5 миллион тюльпан, тӗрлӗ тӗслӗ 100 ытти чечек ӳсет.
Италири Лукка – Тосканра Серько юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ ӗлӗкхи хула. Унта авалхи крепоҫ стенисем сыхланса юлнӑ. Унта вара – ӗлӗкхи пасарсем, лапамсем… Луккӑна башньӑсен хули те теҫҫӗ. Тахҫан кунта 100 ытла башня пулнӑ. Шел те, паянхи кун тӗлне хӑшӗ-пӗри ҫеҫ юлнӑ: Вӑтам ӗмӗрти Гуиниджи башня, Сехет башни тата Юманлӑ башня. Вӗсенчен хулан илемӗ питӗ лайӑх курӑнать.
Ямайкӑри Данн юханшывӗн шывтӑканӗсем Очо-Риос хулинчен инҫех мар вырнаҫнӑ. Вӑл Данна River Falls ҫутҫанталӑк паркне кӗрет. Ку вара – тропика вӑрманӗ. Шывтӑкансен ҫӳллӗшӗ 180 метр таран ҫитет. Шыв картлашкасем тӑрӑх анса Кариб тинӗсне юхса кӗрет.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.