Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Только делая прыжок в неизведанное, мы ощущаем свою свободу. (Т.Уайлдер)
 

Ad

Галина Никитина: Асамлӑ Хуркайӑк ҫулӗ

Галина Никитина07.11.2014 21:414049 views

Каҫхи тӳпере тухакан янкӑрах мар ҫӑлтӑрсен шупкарах ярӑмӗ ҫынсене мӗн авалтан пӑлхантарнӑ та тӗлӗнтернӗ. Вӑл мӗн иккенне хальхи ҫынсем аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл – Хуркайӑк ҫулӗ.

Хуркайӑк ҫулӗн курӑнакан ӳкерчӗкӗ пирӗн Хӗвел системи галактикӑн тепӗр енче пулнипе ҫыхӑннӑ. Эпир ӑна ҫӑлтӑрсем пуҫтарӑннин лаптаклӑхӗн шал енчен куратпӑр.

Хуркайӑк ҫулӗ Ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнче Ӑмӑрткайӑк, Ҫӗмӗрен, Тилӗ, Сар кӑмпа, Акӑш, Цефей, Кассиопеи, Персея, Возничий, Пӑру тата Йӗкӗрешсен ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗпе иртет. Кӑнтӑр ҫур чӑмӑрӗ патне ҫитсен Единорог, Корма, Парӑс, Кӑнтӑр Хӗрес, Циркуль, Кӑнтӑр Виҫкӗтеслӗх, Скорпион, Ухӑҫӗ ҫӑлтӑрсен ушкӑнне лекет.

Ухӑҫӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ ҫурҫӗр широтара горизонт ҫинче ҫӳле хӑпармасть, ҫавӑнпа та унта Хуркайӑк ҫулӗ Кӑнтӑр ҫур чӑмӑрти евӗр палӑрсах каймасть. Унӑн вӑтам линийӗ галактика экваторӗ ятлӑ. Хуркайӑк ҫулӗ Андромеда галактикипе, Виҫкӗтеслӗх галактикипе тата 40 ытла галактика-спутникпа – хӑйсен Андромедипе – Вырӑнти Ушкӑн йӗркелет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Agabazar // 2303.32.1894
2014.11.08 13:32
Agabazar
Кайăк Хур Çулĕ — пайăр ят. Çавна кура ăна (ятăн мĕнпур компоненчĕсене!) пысăкларан пуçласа çырмалла. Каçарăр, тархасшăн. Анчах та тÿрлетме тиветех пулĕ.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.08 13:49
Хуркайăк тесе çырмалла. Кайăк хур (Хур) тесе мар.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters