Лаутебеербруннен ятлӑ Швейцарири хуларан инҫех мар вырӑнта Штауббах ятлӑ шыв сикки пур. Асӑннӑ ҫӗршывра вӑл паллӑ вырӑн шутланать.
Шарлак виҫҫӗр метр ҫӳллӗшӗнчен ӳунӗ май миллионшар тумлам тӑвать. Тумлама пула пулса тӑракан тӗтре шарлака ҫавӑн пек ят пама хистенӗ те ӗнтӗ. «Staub» тенине нимӗҫлерен куҫарсан «тусан» пулать.
Ҫӳллӗшпе илсен Штауббах Швейцарире иккӗмӗш вырӑн йышӑн йышӑнать. Ӑна чи ҫӳлли тесе пурӑннӑ-ха. Анчах 2006 ҫулта Зиренбахск шыв сиккин ҫӳллӗшне виҫнӗ те вӑл ҫӳллӗреххине палӑртнӑ. Ҫапах та илем енчен Штауббах шарлака ҫитекенни ҫук теҫҫӗ.
Тӗнчипе чап илнӗ Гётте поэт 1779 ҫултах Штауббах шарлака чапа кӑларнӑ. «Песнь духов над водами» хайлав ҫырнӑ хыҫҫӑн ӑна пурте пӗлекен пулнӑ. 1816 ҫулта вара Байрон ҫав шарлака Апокалипсис хирӗнчи вилӗм кӳрекен лаша хӳрипе танлаштарнӑ.
Туристсене шыв сикки вӑйлӑ ҫумӑр е юр ирӗлнӗ вӑхӑтра уйрӑмах илӗртет. Ун чух шыв сикки пушшех вӑйланать те шарлак татах та илемлӗрех курӑнать.
Штауббаххпа киленме туристсене меллӗрех пултӑр тесе ятарлӑ туннель тунӑ. Ӑна курмалли лаптӑк евӗр усӑ кураҫҫӗ. Шарлакран инҫех мар информаци стенчӗсем хатӗрленӗ.
Çапларах çавăрттарса каласан Гёте хăйĕн хайлавне вырăсла çырнă пек пулса тухать.