Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
В гениальности 99% труда и 1% вдохновения.(Эдисон)
 

Ad

Софья Савнеш: Норвегири Гейрангер-фьорд

Софья Савнеш16.11.2014 20:074914 views

Гейрангер-фьорд – Норвегири фьордсенчен чи илемли, ҫынсем чи тӑтӑш пулаканни. Вӑл Суннмёре регионта вырнаҫнӑ. Тусем хушшипе 15 ҫухрӑма тӑсӑлать, Сторфьордӑн тӑсӑмӗ пулать. Унӑн чи пысӑк сарлакӑшӗ – 1,3 ҫухрӑм. Гейрангер-фьорда Гейрангелва юханшыв юхса кӗнӗ ҫӗрте Гейрангер ял вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа фьорд ҫак ята тивӗҫнӗ. Ялта 300 ҫын пурӑнать. 2005 ҫулта фьорд тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ЮНЕСКО ҫутҫанталӑк еткерӗсен йышне кӗртнӗ. Ҫак статус вырӑнти влаҫа фьорд урлӑ электропередача линийӗсене тумашкӑн чӑрмантарать-мӗн.

Кунти хӑйне евӗр рельеф кайранхи пӑр тапхӑрӗнче пулса кайнӑ. Пӑрлӑхсем куҫнӑ май ҫӳллӗ тусем тата тарӑн фьордсем пулса кайнӑ. Кунти тусен ҫӳллӗшӗ, тинӗс шайӗпе танлаштарсан, 2000 метр. Фьордсен тарӑнӑшӗ – 700 метр.

Гейрангер-фьорд Норвегири туристсен чи паллӑ вырӑнӗсенчен пӗрин ятне ахальтен тивӗҫмен. Унта – кӑвак-симӗс шыв ҫывӑхӗнче юрлӑ тусем, вӗсем ҫывӑхӗнче – шыв сиккисем. Юлашкинчен асӑнни уйрӑмах илемлӗ вырӑн. Унти паллӑ вырӑнсем – «Хӗр пӗркенчӗкӗ», «Ҫичӗ йӑмӑк» «Каччӑ». «Ҫичӗ йӑмӑк» шыв сикки 250 метртан тӑкӑнать, унта – 7 йӗр. Вӑл никама кирлӗ мар Knivsfla ферма ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хирӗҫ – ҫӳллех мар «Каччӑ» шыв сикки. Калӑпӑшӗпе вӑл кӗленчене аса илтерет. Халапсенчен пӗри акӑ мӗн ӗнентерет: «Каччӑ» 7 йӑмӑкран пӗрине ҫӗнсе илесшӗн пулнӑ. Анчах кӑлӑхах. Ҫавӑнпа вӑл кӗленче ӑшне путнӑ.

Виҫӗ ҫак шыв сиккипе ҫичӗ йӑмӑк пирки каласа кӑтартакан Скандинави халапӗ ҫыхӑннӑ. Хӗрсем каччӑна килӗшекен йӑмӑка суйлама, тепӗр кун ун валли пӗркенчӗк илсе килме хушнӑ. Каччӑ пӗркенчӗк илсе хӗр патне васканӑ. Анчах юлашки самантра хӑш хӗре суйламаллине пӗлмесӗр чарӑнса тӑнӑ. Ҫапла вӑл ҫав вырӑнта тӑрса юлнӑ. Хӗрсем каччӑна кӗтсе илеймен, пӗркенчӗк ту ҫинче ҫакӑнса тӑрать.

Фьорд хӗррисенче – пӑрлӑхсем, 1500 метр ҫӳллӗш чул хысаксем. Ун ҫывӑхӗнче никама кирлӗ мар фермӑсем тӗлпулаҫҫӗ. Туристсен хушшинче чи анлӑ сарӑлнисем - Skagefla, Blomberg тата Knivsfla. Skagefla ферма патне Гейрангертан ҫуран утса ҫитме пулать. Ыттисем патне ҫитме транспорт кирлӗ. Хӑш-пӗр ферма патне ятарлӑ пусмасемпе ҫеҫ ҫитме пулать.

Гейрангерӑн илемлӗ вырӑнӗсемпе курав лапамӗсенче киленме пулать. Чи паллисем - Долснибба ту тата Флюдалсъюве хысак ҫинче. Пӗрремӗшне час-часах ҫынсем ҫӳреҫҫӗ.

Гейрангер-фьорда каяс пулсан паллӑ маршрутсемпе – «Хурчка ҫулӗпе» тата «Трольсен ҫулӗпе» - каймаллах. Пӗрремӗшӗнче 11 пӑрӑну. Иккӗмӗшӗнче шыв сиккисен ҫывӑхӗнче хӗсӗк пӑрӑнусем пур. Ку ҫулсем нерв тӗлӗшӗнчен хавшак ҫынсем валли мар.

Хитре ҫак вырӑнсене паром, карап, круиз лайнерӗ е кимӗ ҫинче курма пулать. Шыв ҫинчи экскурсисем шыв сиккисене ҫывӑхӗнчен курма май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех фермӑсемпе киленме пулать. Хӑшӗ-пӗри ҫӳллӗ ту ҫинчи фермӑсем патне кайма, велосипедпа ярӑнма, каякпа ишме, пулӑ тытма, лаша утланма пултарать.

Гейрангер-фьорд ҫывӑхӗнче ҫӳренӗ май ӗлӗкхи ҫуртсене курма пулать. Истори центрне те ҫитмеллех. Унта ку регион пирки чылай инфрмаци пӗлме май пур. Инҫех мар вырнаҫнӑ Йостедалсбреен наци паркӗнче пӑрлӑхсене ҫывӑхран курма пулать.

Гейрангер-фьорд патне автобуспа, самолетпа, урапапа, караппа ҫитме май пур. Осло хулинчен урапапа 8 сехет каймалла, Тронхеймран – 6 сехете яхӑн, Бергенран – 6-7 сехет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters