Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Наше сердце - это клад; растрате его сразу, и вы нищий.(Бальзак)
 

Ad

Agabazar: Хӗл Мучи ҫӗршывӗ ӑҫта?

Agabazar29.11.2014 23:4413747 views

Хӑшпӗрисен шучӗпе Хӗл Мучин ҫӗршывӗ Вологда облаҫӗнчи Аслӑ Устюг хулинче.

Анчах та ҫакӑ тӗрӗс мар.

Мӗншӗн тесен асӑннӑ хула Хӗл Мучин мар, Дед Мороз текен персонажӑн тӑван ҫӗршывӗ.

Хӗл Мучи вара Атӑл леш енчи, Йӑлӑмри ӗнтӗ, Северный поҫҫолӑкӗнче. Мӗншӗн тесен ҫак поҫҫолӑк Чӑвашстанӑн чи ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ ҫынсемлӗ вырӑнӗ шутланать.

Акӑ вӑл, хайхи поҫҫолӑк

Ку сӑна ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр: http://infojd.ru/28/zavoljskoe-severny.html

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (24)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.22 09:25
Vyacheslavna тăхлачă мăшăр илемлетет тет. Мăшăр ачисемпе е мăнуксемпе пулĕ ĕнтĕ? Çĕнĕ Çулĕ вăл уйрăм çыншăн аптрамасть пуль ха та, анчах пирĕн республикин йĕмĕ анса кайнă пек туйăнать.
Agabazar // 1842.61.7038
2014.12.24 21:51
Agabazar
Якур // 2596.35.8819 2014-12-21 15:17:<<Акапасар хăй те сăнÿкерчĕк çинче каснă лартнă Хĕл Мучи,паллă мар камăн сăнÿкерчĕкĕ ши? Акапасар хатĕр çын резиденци хуçи валли>>

Ун чухне ман аватарка çаках пулнă. Мăйăхсăр, Сухалсăр Çарапуç Çын. Хĕл Мучи тени çавăн пек пулать-и вара?
2014.12.28 19:45
Манăн та Agabazara фотоне улăштарма сĕнес килет.Хăй хитре килĕшмелле каччă пулас-ха вăл. Хĕл Мучи сăнлă мар вара пачах та, НТВ каналри пĕр-пĕр бандит сăнĕ пулас кунта. Мăшăр пĕчченех илемлетрĕ веçех. Ачасем Çĕнĕ Çул уявĕ иртсе кайсан кăна килеççĕ, мăнук та пĕртен-пĕрре кăна-ха.
Agabazar // 1618.22.3816
2014.12.28 20:04
Agabazar
Вячеславна,
Эп пĕтен-пĕр "Хĕл Мучи" темăра çеç мар вĕт пур. Ытти темăсенче тен кунашкал сÿретке те вырăнлă?

Кашни тема валли уйрам аватарка тăваймастăн. Унашкал майсем те çук. :-)
Якур // 1804.62.9167
2014.12.28 20:38
Акапасар текен каччăна Смайлик вырăнлăрах пек. Пĕр вăхăтра çавăнпа усă куртăн вĕт?
Agabazar // 3466.29.2683
2015.01.01 04:59
Agabazar
Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх,
Тусăмсем пĕр çĕрелле.
Татăла пĕлми татулăх
Тыттăр пирĕн эрттеле.
©

Авторĕ кам?
Якур // 1368.45.6125
2015.01.01 14:41
Ҫӗнӗ,2015-мӗш Ҫул персе ҫитрӗ те ӗнтӗ, анчах ни Админ,ни Акапасар ушкӑнри форумҫӑсене ҫак ятпа, Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвассипе саламламарӗ. Мӗнле-ха капла? Пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе, ҫӗнӗ тӗллевсем пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ пулӑмсемпе саламлатӑп! Мухтав форумҫӑсене,админа мухтав! Мухтав тертленекен Акапасара!
2015.01.01 14:53
Аçтахар Плотников
Якур, ара саламĕ пур-çке: http://chuvash.org/news/7923.html
Якур // 1368.45.6125
2015.01.01 15:29
Каҫар,Админ хӑта, тӳрех кураймарӑм. Админ саламласса шаннӑ-ха эпӗ, анчах Акапасар каччи темшӗн салхуллӑ, уяв кӑмӑлӗ ҫук унӑн.
Agabazar // 3122.52.3217
2015.01.10 11:23
Agabazar
"Пирĕн чăрăш питĕ капăр,
Симĕс-симĕс йĕпписем.
Çĕн çул каçĕ савăнатпăр
Эпир, çамрăк ачасем."


Кивĕ Çĕнĕ Çул çывхарса пырать.

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters