Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Одна мысль зажигает тысячу свечей.(Ральф Эмерсон)
 

Ad

Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки

Agabazar05.12.2014 12:2237195 views
<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>> http://chuvash.org/news/7684.html

 

1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.

2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.

3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!

4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.

5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.

 

P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (142)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.19 13:38
Кунта сирĕн Çырулăх теми "Высшие Интегральные исчисления дифуравнений 5-го порядка" тенинчен те самай кăткăсрах.Мана çав дифуравненисем халĕ те тĕлĕкре курăнаççĕ,халĕ те шиклентереть экзаменсем тытасси.Эп çырулăхпа нимĕн те ăнланмастăп та,Акасапар ан ятла ĕнтĕ.
Agabazar // 1417.90.5094
2014.12.19 13:44
Agabazar
Ятлатăп.
Мĕншĕн тесен ним чухламасăрах кирлĕ мар çĕре тĕлли-паллисĕр пырса перĕнетĕр. Чисти шăна-пăван!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.19 13:56
Шăна-пăван-и унта,калта-çĕлен-и--тупсăмĕ пĕрре:пит нумай калаçатăр пĕрле/уйрăм е дефис урлă çырмалли пирки. Хăвăра пит ĕçлĕ тесе шутлатăр ĕнтĕ,ăсчахсем.Пĕр каманди вăйлăрах чухне пĕр майлă Çырав йышăнатăр, кайран тепĕр каманди вăй илеть те-тепĕр майлă. "Вечное движение", иммитация бурной деятельности"-пит лайăх, маттурсем!
Ача // 4117.51.7078
2014.12.22 17:33
Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем 100 проценчĕпех паянхи орфографишĕн. Çамрăксем - пурте, вĕсем унпа вĕреннĕ. Чĕлхе наукинчисем -пурте тенĕ пекех. Тен, пурте. Апла кам валли кивĕ орфографие тавăрчĕ Туркай Хыпарпа унăн хаçачĕсенче? Подписка тума-и? Пулăшĕ-ши?
Agabazar // 2182.50.4332
2014.12.22 20:57
Agabazar
Эпĕ çав тери мирлĕ çын.
Яланах.
Анчах хальхинче пат! татса хыттăн калама тивет.

Эсир, ача, нимĕнле "процентсене" те чухламастăр!

Эсир, ача, паянхи орфографи текенскере пачах та пĕлместĕр!

Валери Тургай нимĕнле кивĕ орфографие те тавăрман!

"Хыпар" хаçат паянхи орфографипех пуранать

Якур // 3743.26.9711
2014.12.22 22:06
Уть, мĕнле чăнкă куштан иккен Акапасар пичче. Уть тю-тю! Пат татса парать кам мĕн чухланипе чухламаннине.
Agabazar // 2182.50.4332
2014.12.22 22:40
Agabazar
Денис Гордеев, Атнер Хусанкай тата "Ача" никлă сайтçă патне Уçă Çыру

Паянхи "Хыпар" тата ун "хуçи" Валери Туркай вăйра тăракан чăваш орфографине тата çырулăхăн ытти йĕркевĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Вĕсем кивĕ орфографи патне таврăннă тени — сĕмсĕрле суя сăмах пекех. Чăнах та çапла иккенне ĕненес тесен мухтавлă, легендăсене кĕрсе юлнă 75-мĕш параграфа пĕр сăмах сиктермесĕр вуласа тухни те çителĕклĕ. Çырупа паллашнăшăн тавтапуç. Акапасар.
Ача // 4117.51.7078
2014.12.23 18:17
Устами ребенка глаголет истина теççĕ вырăссем.
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 23:36
Agabazar
Мĕн "вырăссем" çине йăвантаратăр?
Ача çăварĕпе чăнлăх калаçать теме йывăрччĕ-им?
Михаил Волков // 4181.70.5320
2014.12.23 23:37
Ытла та мĕскĕн-çке эпир! Пĕр ыйтăва та тĕплĕн сÿтсе явма хал çитерейместпĕр. Концепци пирки калаçу уçрăмăр анчах, хупса та хутăмăр. Епле тĕлĕнмĕ вулакан хăна! Манăн çырусем тĕлли-паллисĕр çухалчĕç. Тĕрĕсрех каласан, такама килĕшмерĕç вĕсем. "Чĕлхе хуçисем" никама та çывхартасшăн мар "хăйсен хуçалăхĕ" патне. Волковĕ вĕсене тапать-çке! Тĕпчевĕсен, пĕлĕвĕсен шайне хурлать. Тата çыравçăсене хутшăнтарасшăн концепци тума.

Pages: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters