<<...Виҫҫӗмӗш ыйту каллех тенӗ пек орфографи тавра пулчӗ. Чӗлхе комиссийӗ хӑй ҫумӗнче орфографи комиссине йӗркелерӗ (15 ҫынран), ҫитес ҫул ятарлӑ конференци ирттерсе унти сӗнӳсемпе килӗшӳллӗн орфографи правилисен тӳрлетнӗ вариантне хатӗрлеме пулчӗ.>>http://chuvash.org/news/7684.html
1)Чӑн малтанах палӑртса хумалалла: йӗркевсене кармаҫӑварсем, балбессем, бомжсем, ҫапкаланчӑксем валли мар, ЧӖЛХЕҪӖСЕМШӖН тата ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ТИЕКСЕМШӖН ӑсталаҫҫӗ. Йӗркевсене "аяларахри" шайсене ҫитересси — пачах урӑх ыйту.
2)Ҫырулӑх орфографирен ҫеҫ мар тӑрать. Унта ҫавӑн пекех графика, пунктуаци пур. Традици тӑрӑх, грамматика нормисене тата лексикологи ыйтӑвӗсене те унтах кӗртсе яраҫҫӗ. Вӗсене йӗркевсен официаллӑ текстӗнче пӗр-пӗринчен уйӑрма тӑрӑшмалла. Шкул ачисен ҫыру ӗҫӗсене тӗрӗс хаклас, йӑнӑшсене тӗрӗс палӑртас ыйту та ҫапла тума хистет.
3)Ҫырулӑх ҫыракансемшӗн тата вулакансемшӗн те МЕЛЛӖ пулма тивӗҫлӗ. Ӑна ҫапла, ҫав йӳтӗмпе ӑсталамалла. Малта —практика ыйтӑвӗсем, теори вара практика хыҫҫӑн пытӑр. Ҫыраканӗсем кӑрӑнташпа та, калемпе те, ручкӑпа та, клавиатурӑпа та ҫыраҫҫӗ мар-и?!
4)Тӗнче опытне тата хамӑрӑн пуян опыта шута илмелле.
5)Майӗпен чӑваш сӑмахӗсене ытти чӗлхесемпе (вырӑс, акӑлчан) транскрипцилес тата транслитерацилес ыйтусене те хускатас пулать.
P.S. Комиссие 15 ҫынна кӗртнӗ тенӗ. Ахӑртнех, кооптаци шучӗпе татах 1-2 ҫынна кӗртме пулать пуль пурӑна-киле. Шӑв-шав пырать. Хӑшӗсем ӑна (шӑв-шава) орфографин 75-мӗш параграфӗн асӑрхаттарӑвне катертес шутпа ҫеҫ усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫавсенчен хытӑ сыхланас пулать.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Тупата туршăн.Пĕрремĕш хут Акапасарпа килĕшеп.Маттур Эсир,тьфу,Эсир мар Эсĕ ,Акапасар.Пустуй орфографипе пире минретиччен нумайрах,халлĕхе ирĕк панă чух,пуплесчĕ кашни утăмра тăван чĕлхепе.
"Килĕшеп, килĕшмеп, кăштах килĕшеп, кăштах килĕшмеп..."— ку сăмахсем маншăн ноль. Мĕншĕн тесен Тимер кам тата мĕн иккенне, мĕнлерех "кайăк" пулнине, витĕр курса тăратăп.
Ирĕк пани пирки вара вăйлă каланă. Тĕрĕс, чăвашла калаçакансене йĕркипелен шăкăрин тĕрмене тытса каймаççĕ-ха ĕнтĕ. Хăшпĕрисене чăвашла калаçма, чăнах та, халлĕхе ирĕк параççĕ. Анчах та чăвашла вĕренме тăрăшакансене хăмпăланса, каппайланса çÿреççĕ текенсем халех пур.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.26 09:12
Совет саманин юлашки тапхăрĕ пирки сăмахăм - 1994 çулта правилăсене йышăннă, вĕсем вăйра тăраççĕ, Туркай,ав, ĕлĕкхи орфографие каялла тавăртăмăр тет Хыпарăн ĕнерхи номерĕнче. Ăна кам ирĕк панă? Информаци министрĕ Иванов математик-и?
Хисеплĕ чĕлхеçĕсем,эсир хăвăр мĕнле çырмаллине пĕлместĕр. Чухламан халăха вĕрентесшĕн.Ытларах чăвашла калаçакансен йышне хушма тăрăшăр.Часах калаçакансен шучĕнче 1(единицă) çын çеç тăрса юлать.Вара тискуççи пĕтет: çав çын мĕнле кирлĕ çапла çырать,çапла калаçать.Анахронизм:калаçаканни пĕтсе пырать,а вĕсем дефис урлă е дефиссăр текелесе лараççĕ.
Çырулăх йĕркевĕсем пур.
Вĕсене Акапасар мар шутласа кăларнă.
Алă пусса çирĕплетнĕ çынни те вăл мар. "Шурчанов В.С." тенĕ унта.
Йĕркевсем пур, эппин вĕсем пирки калаçма пулать. Çук пулсан калаçмалли сăмахĕ те çукчĕ.
Чăвашла пичет продукцийĕ те тĕппипех пăрахăçланман-ха халлĕхе. Интернетра çырса ларакансем те пур авă.
Асар // 4117.51.7078 2014-12-26 09:12:<<Совет саманин юлашки тапхăрĕ пирки сăмахăм - 1994 çулта правилăсене йышăннă, вĕсем вăйра тăраççĕ, Туркай,ав, ĕлĕкхи орфографие каялла тавăртăмăр тет Хыпарăн ĕнерхи номерĕнче. Ăна кам ирĕк панă? >>
1)Çук вăл номерте ун пекки!!!!!
2)Çитет çав реççинккăна туртма: малтан 7-8 хут та пулин вуласа тухăр хăвăр асăнакан йĕркевсене.
Правило мар, йĕркев теес пулать, чĕлхе тасалахĕшĕн çапăçăкан тата çыпăçакан юлташăмăр.
Якур // 2336.64.3099
2014.12.27 22:01
Атила хăта!Ё Узбексем Шупашкарта узбекла анчах мар, вĕсем чăвашла тахçанах калаçаççĕ. А пока Акапасар будет с суффиксами разбираться,чуваши перестанут по чувашски разговаривть,а узбеки будут пытаться еще говорить по чувашски. Вăт çапларах Акапасар хăта,ухмаха персе пурăнмалла мар.
Михаил Волков // 2081.10.7314
2014.12.28 01:11
Тавлашу каллех уйрăм, дефиспа е пĕрле çырасси тавралла тĕлли-паллисĕр пăтранать. Шухăшлар-ха: мĕн парать уйрăм (+дефиспа) е пĕрле çырни? Мĕн пирки çыравçăсем (Станьял анчах мар!), хыпарçăсем, ăслăх тĕпчев ĕçĕсене чăвашлах çыракансем 1994-мĕш çулхи йĕркевсене тиркеççĕ? Пуç тавра виçсе пăхар. ЧĔРКУÇÇИ,ЧĔРÇИ,ХУЛПУÇÇИ, ХУЛКАЛАКĔ икшер сăмах туса çырни ку ятсем епле çуралнине (эти+ятăн, мо=çуралăвĕ, логи=калани-вĕрентни)кăтартать. Маннă сăмахсем аса килеççĕ. Ара, ЧĔР сăмах та пулнă-çке-ха! Пĕрле çырсан ку информаци тĕттĕмленет. Çакă тавлаштарать тен "уйрăмçăсене".