Пирĕн хамăрăн тепĕр савăнăç та пур. Ĕнтĕ чăваш чĕлхине "ирĕклĕн" вĕрентесси пирки шавлаççĕ. Паллах, унашкал "ирĕклĕхпе" усă курас текенсем пулаççех. Эх, каять пурнăç! Пыл та çу! Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитнĕçемĕн çитсе пыраççĕ! Пурте савăнаççĕ — Таймертан пуçласа Асар таран!
Пирӗн ЧР Конституци тӳррӗн тата иккӗленӳсӗр икчӗлхелӗхе ҫирӗплетрӗ. Закон ЧР шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентме ыйтмасть - ХУШАТЬ! Урӑхла каласассӑн - кашни чӑвашӑн хӑйӗн ачине чӑваш историне, культурине, паллах,чӗлхипе литературине туллин вӗрентсе хӑнӑхтарма майсем ҫителӗклӗ.Анчах та вӑйпа вӗрентме никамӑн та ПРАВО ҫук! Вырӑс, е акӑлчан, е тата урӑх чӗлхесене никам та вӑйпа вӗрентейместь! Мана кирлӗ тӑк - эпӗ вӗренетӗп.
Çапла тăвасси — патшалахăн "ирĕкĕ" мар, тивĕçĕ пулса тăрать.
Гастарбайтерсене те ав вырăс чĕлхипе "вăйпа" урăхла каласан "ирĕксĕр" экзамен тыттарма пуçланă. Экзамен тытнишĕн кашни гастарбайтерăн 3000 тенкĕ кăларса хума тивет.
Кам-ха вăл гастарбайтер? Вăхăтлăх рабочи. Вăл кунта ĕмĕрлĕхе мар, вăхăтлăха çеç килнĕ. Апла пулин те унран вырăс чĕлхипе экзамен пама ыйтаççĕ.
Володя // 1159.09.8548 2015-01-07 10:49: <<Гастарбайтера вырӑс чӗлхи кирлӗ: (основы национальной культуры,история,основы права,налоговое право, уголовное право, административне право). Эпӗ те Англине тухса кайсассӑн ҫак ҫӗршывӑн унти пурнӑҫ законӗсене пӗлме тивӗҫлӗ.>>
Шел пулин те, суятăр, Волоча юлташ.
Çапах та чи нĕрсĕрри ку мар. Маларах çеç хаяррăн "никамăн та ПРАВО çук!" (ку — цитата)) тесе илтĕр. Халĕ вара "ЗАДНИЙ ХОД" паратăр. Хайхи "право" хăшпĕр чухне пур иккен.
Аслă Британире те, ытти çĕрте те никам та чĕлхе экзаменесемпе минретес çук. Енчен те вăхатлăха çеç килнĕ пулсан. Гражданлăх илнĕ чухне çеç пуçланаççĕ унашкал экзаменсем. Цемент миххисене йăтăрланă чухне чĕлхене пĕлни ним тума та кирлĕ мар. Е ăçта та пулин кăштах кирлĕ-тĕк пурпĕрех никам та çынна сăмсаран чышас çук. Никам та апла-капла ÿпкелешес çук.
"Вĕсемшĕн" савăнăç пулсан — Волочашăн хурлăх,
"Вĕсемшĕн" хурлăх пулсан — Волочашăн савăнăç. :-)