Админ.Курмастӑн-им?.Каллех сана Украина темипе провокаци твасшӑн кусем.Эпир кашни кун сенкер экранпа Проханов,Жириновский,Зюганов,Мироновсене питӗ тимлӗ итлетпӗр.Кусем мӗн ҫӗнни калама пултарӗҫ-ши?.
Володя:<<Ҫав Украинара вырас чӗлхине вӑйпах шкулсенче вӗрентме пӑрахтарасшӑн пулсассӑн, вара кунта хими, физика, математика тата ытти наукасене мӗнле ӑнкарасшӑн-ши?>>
хам та çавăн пирки çĕрĕн-кунĕн шутлатăп пи-и-и-и-ит хуйхăрса!
Ара, тĕнчере наукăсене пĕртен-пĕр вырăс чĕлхи пулăшнипе çеç алла илме пулать мар-и? Ара, ытти "начар" чĕлхесемпе вĕсене ăнкарма та май çук мар-и? Американсене тата ытларах шеллемелле: вĕсем вара наукăсене украин чĕлхипе те мар, "ниме тăман" акăлчан чĕлхипе вĕренеççĕ тет... Мĕнешкел телейсĕр çынсем!
Çапла вара шухăша хурланнинчен пуçларăмăр та шутсăр пысăк савăнăçпа вĕçлерĕмĕр. :-)
Нукăсене украинсем ăнкарайми пулнăран (сăлтавне Волоча каларĕ) каллех хурланма май çук пек. Кунта та алăсене кăмăллăн сăтăркаламалли çеç юлать-тĕр.... :-)
Вăт çавнашкал "дискуссисем" пыраççĕ кунта леш хайхи Асар юлташ. Эппин, килĕр кунта, тавай пĕрле сÿтсе явар.
Паллах, унашкал "тавлашусем" хĕрхÿлĕхсĕр пуçне ним те çуратаймаççĕ.