Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Война есть продолжение политики иными средствами.(Карл Клаузевиц)
 

Ad

Софья Савнеш: Тĕнчери хăйне евĕр çынсем

Софья Савнеш22.01.2015 17:325187 views

Çын мĕн тума пултарать? Хăш-пĕр япалана медиксем те, тĕпчевçĕсем те ăнлантарса параймаççĕ. Тĕлĕнмелле япаласем тума пултаракан çынсем пирĕн хушăмăртах пурăнаççĕ. Тĕнчере нумай вĕсем.

Эрешмен çын Джози Рэй Индире пурăнать. Вăл вертикаль сийпе куçса çÿреме пултарать. Джози çакна ача чухнех сиснĕ. Каярах вăл хăйĕн «пултарулăхне» аталантарма тăрăшнă, кунĕпе тренировкăсем ирттернĕ. Вăл скалолаз евĕр мар. Алли-ури ирĕклĕн хускалать.

Джулиано Строэ – тĕнчери чи вăйлă ача. 5 çулти арçын ача 20 отжимани тума пултарать. Анчах çынсене ку тĕлĕнтермен. Ачана телекураври кăларăма чĕннĕ. Вăл унта алă çинче 10 минут утса çÿренĕ. Ку кăна мар – чĕркуççи хушшине йывăр мечĕк хĕстернĕ.

Аслă Британири Стивен Уилтшерăн ăсĕ çивĕч. Вăл пысăк хуласен панорамине пĕрре курса ас туса юлать. Унтан вăл ăна хут çине çăмăллăн куçарать. Пĕр япалана та пăрахса хăвармасть: клумба, йывăç, сак… Ăсчахсем унăн организмне тĕпченĕ. Аутизма чирлекен çыннăн пуç мимин ĕç-хĕлĕ йĕркерен тухать. Çавна май унăн кунашкал пултарулăх аталаннă-мĕн. Стивен сахал пĕлекен çынсемпе хутшăнаймасть. Ача чухне вăл пачах калаçман, мĕн те пулин кирлĕ тĕк ÿкерсе кăтартнă.

Юлия Воробьева çынсене витĕр курать. Ăна ток çапсан вăл вилни пирки пĕлтернĕ. Анчах вăл моргра тăна кĕнĕ. Темиçе уйăх пульницăра выртнă. Кун хыççăн вăл çынсем çине унчченхи пек пăхма пултарайманнине асăрханă. Ара, вăл шалти органсене курма пуçланă-çке-ха. Унăн пулăшăвĕпе чылай çын усă курнă. Анчах хăйĕн шăлне сиплеймест, мĕншĕн тесен ăна наркоз илеймест.

Китай çынни Ма Цянь-Гань электричествăран хăрамасть. Вăл ăна ытти çынсенчен 8 хут сахалрах туять. Вăл çара пралука та тытма пултарать. Ыратнине туймасть, пачах тепĕр май – вăй-халпа тивĕçет çеç. Медиксем кун вăрттăнлăхĕ мĕнре пулнине пĕлеймен. Арçын сып-сывах.

Дин Карназес вăрăм дистанцие чупса ывăнмасть. Унăн марафонĕ Америкăра 50 куна тăсăлнă. Çак кунсенче вăл кашни штатра марафон дистанцине чупнă. Пĕр сăмахпа – кашни кун 42 çухрăм ытла. Ку юн тытăмĕнче юн нумайланнипе, мышцăсене упракан гормонпа çыхăннă.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters