Ку пÿрте альпинистсене, ту çине хăпаракансене тата туристсене апатланма тесе туса лартнă. Ку пÿртре çынсен инкеклĕ лару-тăрăва лексен кăна чарăнма ирĕк пур. Пÿрте 10 çын вырăн тупаять.
Улӑп тăвĕсенчи пĕчĕк пÿрте 1915 çулта туса лартнă. 3260 метр çÿллĕшне строительство материалне чĕрчунсемпе хăпартнă. Чи çÿллĕ вырăна кантра çулпа илсе хăпартнă. Кăштахран хÿшше ватнă. 1966 çулта çĕнĕрен хăпартнă. Тепĕр вунă çултан телефонпа çыхăнтарнă.
Хÿшше Эрнест Солвей Бельги çынни ячĕпе панă. Вăл 1838-1922-мĕш çулсенче пурăннă. Альпинист, изобретатель тата усламçă пулнă. Хÿшше тума 1915 çулта вăл укçа уйăрнă.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.