Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Прибавь еще один оттенок к радуге.(Шекспир)
 

Ad

Галина Никитина: Ялан лайăх кăмăл-туйăмлă пулас тесен…

Галина Никитина24.01.2015 19:093502 views

1. Хăвăра алăра тытма вĕренĕр. Вак-тĕвекшĕн ан кÿренĕр. Çывăх çынсемпе чĕрре кĕрес мар тесе тăрăшăр, вĕсене каçарăр. Каçарни сире тарăхуран, тавăрас килнинчен – ку туйăмсем аркатаканнисем – сирĕ.

2. Тĕнчене хаваслăн йышăнма вĕренĕр. Сире кÿрентерсен те е ансат мар лару-тăрăва лексен те йăл кулăр та: «Ку та иртсе каять!» – тесе калăр. Çакна чăннипех ĕненекенсен чăн та çапла пулать.

3. Тĕнчене кÿренсе килте ан ларăр! Урамра, юлташсемпе пĕлĕшсемпе кăмăл япăх пулма пултараймасть.

4. Пурнăçăра çĕнĕлĕхпе пуянлатăр. Хăнăхнă йăлана вăхăтран вăхăта улăштарма сĕнеççĕ. Сăмахран, çĕнĕ астармăш тупмалла е çи-пуçа ылмаштармалла. Çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа, тĕслĕхрен, эсир хăвăра тÿрĕ тытма пуçлатăр, арçынсем те ун пек тăхăнакан хĕрарăмсене килĕштереççĕ.

5. Лăнчăланма хăнăхар. Йăлăхтармăш ĕçе пурнăçланă чухне лайăххи пирки шухăшлăр. Сăмахран, çывăх вăхăтра туссемпе е савнипе тĕлпуласси пирки. Ырă шăршăллă çу та кăмăла çĕклет. Тĕслĕхрен, мандарин, апельсин, лимон, грейпфрут, бергамот.

6. Ишме пуçлăр. Шыв ÿт-пĕве кантарать, вăй-хала ÿстерет, кăмăла çĕклет.

7. Чарăнса илĕр та йĕри-тавра çаврăнса пăхăр. Тĕрĕс çулпах каятăп-и тесе шухăшласа илĕр.

8. Пурнăçа ансат йышăнăр. Паттăрлăх валли яланах вырăн пур. Пĕчĕк кăна çитĕнÿшĕн те савăнма пĕлĕр.

9. Малашлăха шанăçпа пăхăр. Пурнăç – талпăну. Паян вăл трагедин туйăнсан та ыран камитĕн туйăна пуçлĕ. Ир каçран аванрах теççĕ.

10. Япăххи пирки манăр. Вырăн çинчен тăмасăр выртас килсен та тăрăр. Пÿрт-çурта тирпейлĕр, юратнă фильм пăхăр. Çакă начар шухăш-кăмăла сирет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Мачча // 4117.51.7078
2015.01.26 18:52
Ну маттур та эсӗ. Кунашкал шухӑшсем кирлӗ "ирӗлсе пыракан" (Элкер) халӑхӑмӑра. Ятлаҫу мар. Правда-ПФОра,ав, хыпарҫӑсем халӗ пӗр-пӗринпе тавлашаҫҫӗ, сӗкӗшеҫҫӗ. Уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн калаҫма те шикленеҫҫӗ... Вырӑсла тавлашаҫҫӗ.
Agabazar // 2163.0.6131
2015.01.26 21:41
Agabazar
Тем пек ишесчĕ те кунсерен, килте бассейн çук-çке...
2015.02.01 13:53
Хӗлле мар, ҫулла та шыва кӗме таса кӳлӗ ҫывӑхра ҫук. Ялта тепӗр кӳлӗ туса лартрӗҫ-ха, унта темле пулӗ. 30 ҫул хушши шыва пачах та кӗмен тесен те юрать.
ПФО-ра ытлашши те ҫырма тытӑнчӗҫ.
Галина Никитина ку шухӑшсене вырӑсларан куҫарнӑ пулас. Тахҫан курнӑ пек туйӑнать.
Agabazar // 4194.74.7206
2015.02.01 17:44
Agabazar
Ялта шыва кĕрессипе çакăн пек.

Пĕвесем тума тахçанах пăрахнă тесен те юрать. Мĕн пуррисене те йĕркеллĕн упрани çук. Чылайăшĕ паян-ыран ишĕлес пек тăраççĕ. Йĕри-тавра тĕрлĕрен çÿп-çап. Каккуй шыва кĕме унта, патне пырса перĕнме май çук!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters