Ĕнер эпĕ Елчĕк районĕнче пултăм. Ĕçпе унччен те тĕрлĕ района сахал мар çитнĕ-ха, çав шутра Елчĕк районĕнче те пулман мар. Хальхинче вара официаллă икĕ мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ.
Пĕрремĕшĕ, "Чыслăх салтакĕсем" кĕнеке хăтлавĕ, районти вулавăшра иртрĕ. Чăвашла кĕнекене чăвашла хăтланинче тĕлĕнмелли çук та тейĕн. Анчах хăш-пĕр çĕрте ял пухăвне те вырăсла ирттернине шута илсен елчĕксен чăвашла хăтлавĕ савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
Унтан, кăнтăрла иртни 2 сехетре, район активĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерме пухăнчĕ. Унта тĕрлĕ тÿре-шара пырса çитнĕччĕ. Çав шутра - республикăн пурлăх министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Петр Краснов, Россельхозбанкăн республикăри управляющийĕ Ирина Письменская.
Район шайĕнчи пысăк уява депутатсен пухăвĕн ертÿçи Роза Молодова чăвашла уçрĕ, залри хăнасемпе тăван чĕлхепе паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, карас телефонĕсене сÿнтерме ыйтатпăр тесе те пуху пуçланиччен темиçе хутчен те, кашнинчех - чăвашла, асăрхаттарчĕç. Елчĕк районĕн 2014 çулхи аталанăвне тишкерекен доклада райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин чăвашла вуласа пачĕ.
Чăваш çĕрĕнче чăвашла калаçнинчен тĕлĕнни хăех, вырăссем калашле, нонсенс пулĕ те, анчах чăвашпа чăваш вырăсла калаçнине итлесе ывăннă май Елчĕк çĕрĕ çинче чун савăнчĕ. Елчĕксем пулсан чăваш пĕтмест-ха тесе шухăшларăм эп мăнаçлăн.
Енчен ытти районта та çавăн шайри мероприятисем чăн чăвашла иртеççĕ пулсан - пĕлтерĕр. Сирĕнпе те мухтанăп-мăнаçланăп.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.