Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Тысячи дорог уводят от цели, и лишь одна единственная ведет к ней.(Монтель)
 

Ad

Софья Савнеш: Чухăна мĕншĕн тухаççĕ?

Софья Савнеш08.02.2015 20:533443 views

Эпир укçа çуккишĕн пăшăрханатпăр. Пурăнмалли, çикелемелли, тăхăнмалли пур. Алă-ура сывă… Пурнăçа ÿпкелешмелле мар пек те… Ара, пирĕнтен те япăх, чухăн пурăнакан çынсем пур-çке-ха Çĕр çинче.

Тĕлĕнмелле те, хăшĕ-пĕри хăйĕн ирĕкĕпе чухăна тухать. Кунашкаллисем, паллах, сахаллăн. Тĕслĕхрен, Болгарире Добри старик пурăнать. Вăл кĕçех 100 çула çывхарать. Вăл кашни кун ыйткалама тухать-мĕн. Анчах пухнă укçа-тенке хăйĕншĕн тăкаламасть, ăна çĕршыври храмсене юсанă çĕре парать. Пĕтĕмпе вăл вун-вун пин доллар пухса панă. Кунсăр пуçне ача çурчĕсене те пулăшма мехел çитерет – вĕсен коммуналлă тăкакĕсемшĕн тÿлет.

Тутарстанри Асгат Галимзянов урăх çул суйланă. Вăл Совет Сюзĕ вăхăтĕнчех «çĕр айĕнчи» услампа ĕçлеме тытăннă. Хайхискер çĕр айĕнче пысăках мар ферме йĕркеленĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ те патшалăха панă. Патшалăх выльăхшăн панă укçана кравать айĕнче эмальленĕ савăтра упранă. Çемье ытлашши иртĕхсе пурăнман. Асгат пĕррехинче укçана ыркăмăллăх ĕçне яма шухăшланă. Вăл урапи-урапипе улма-çырла, апат-çимĕç туяннă та ача çуртне ăсатнă. Унтан автобуссем, техника, тумтир туянса пама тытăннă, чухăннисене пулăшнă. Вăл ача çуртне кăна Совет тапхăрĕнчи 600 000 тенкĕлĕх пулăшнă.

Францири Жер Кервьел банкра брокерта ĕçленĕ. Анчах пĕррехинче суя мелсĕр укçа ĕçлесе илме май çуккине ăнланнă. Çапла вăл укçа биржинче вăйă выляма шутланă. Пĕрремĕшĕ ăнăçлах пулса тухнă. Унтан тепре, тепре… Кăштахран ăнма пăрахнă. Çапла вăл пĕр самантра йăлтах выляса янă. Унăн банкра 4,9 миллиард евро кивçен пулнă. Ку историре – чи пысăк кивçен. Çавна май ăнман брокера планета çинчи чи чухăн çын теме май пур.

Унашкалли татах пур. Борис Березовский те кивçене пула хăйĕн çине алă хунă текен сас-хура пур. Ревизи вăл вилнĕ хыççăн 500 миллион доллар парса çитерейменнине тăрă шыв çине кăларнă.

Александр Степанов 2009 çулччен миллиардерсен клубне кĕнĕ, унта 364-мĕш вырăн йышăннă. Çав çулах вăл 25,9 миллиард тенкĕ парăма кĕнĕ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters