Нумаях пулмасть Антарктидăра тĕлĕнмелле япала асăрханă: океанра кутăн май çаврăннă айсберг пур. Ахальлисем шурă тĕслĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăмăртаннă юртан тăраççĕ. Анчах юр пĕрчисем пысăк пусăма пула чăмăртанаççĕ е тинĕс шывĕнче шăнаççĕ пулсан хушăксем пĕтеççĕ.
Хĕвел çутин хĕрлĕ тата сарă хумĕсене пăр «çăтать», анчах кăваккисем сапаланаççĕ. Хăш-пĕр çак хумсене эпир çутă кăвак куратпăр. Вĕсем тинĕсри таса шыва аса илтереççĕ.
Сывлăш çук чухне шăннă шывпа та çак япалах пулса иртет. Ытларах чухне ку пысăк айсбергсен аялти пайĕнче пулать. Анчах çакна çын кураймасть. Ăна пăрлă шава тарăн чăмсан çеç сăнама май пур. Ку вара пачах та çăмăл ĕç мар.
Анчах хăш чухне айсбергсем шторм вăхăтĕнчче тепĕр май çаврăнаççĕ. Çапла майпа шыв айĕнчи илеме çын курма пултарать. Алекс Корнелл режиссер çак пулăма хăй курнă кăна мар. Вăл тĕлĕнмелле çак айсберга сăн та ÿкернĕ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Мĕн-ха вăл тепĕр май çаврăнни?
Малтан пĕр аякĕпе курăннă, унтан — тепĕр аякĕпе.
Вертикаллĕ тĕнĕл тавра çаврăнни.
Шыв айĕнчи пай горизонталлĕ тĕнĕл тавра çаврăнсан çеç сиксе тухма пултарать.