Васкамасăр, майĕпен, утăм хыççăн утăм тишкерме сĕнетĕп. Утăмне тусан, маларах мĕн вуласа пĕлнине те манса ан кайăр, тархасшăн.
Малтанхи пуплерĕшрен:"Сӑмах майлашӑвӗсене, вӗсем мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине пӑхмасӑрах, тӗпрен илсен, уйрӑм ҫырмалла:..."
Мĕн-ха вăл "сăмах майлашăвĕ"? Хуть те мĕн те! Сăмахран, "çырма хĕрринче савăнса ÿсекен лаштра йăмра". Е тата:"çĕр мăкăртса тухнăскер". Сăмах майлашăвĕсем-и кусем? Паллах! Вĕсене уйрăм çырнипе никама та тĕлĕнтерейместĕн. Тата кунта "тĕпрен илсен" тени пур. (Вырăсла кун пек чухне "как правило" теççĕ). Ку вăл каллех шухăша унталла-кунталла вылятакан самант. Сăмах майлашăвне уйрăм çыраççĕ тени вара "масло масляное" тенĕ пекех илтĕнет. Ара, ăнлава пĕрле çырсан, вăл ĕнтĕ "майлашăвĕ" мар, чăн-чăн сăмах пулса тăрать.
Икĕ пăнчă хыççăн хайхи "майлашусен" тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă, Пурĕ 15 штук. Хыççăн "т. ыт. те" тенĕ.
Унтан "асăрхаттару" пырать. "Текста тӗрӗс ӑнланма чӑрмантарман чухне сӑмах майлашӑвӗсене уйрӑм çырмалла." Астăвăр:"...текста тĕрĕс ăнланма чăрмантарман чухне..." Текста ăнланма мĕн чăрмантарать, мĕн чăрмантармасть — çакна кашнийĕ хăйне майлă тĕшмĕртме пултарать! Пĕриншĕн ăнланмалла пулни — теприншĕн пачах та ăнланмалла мар... Сÿтсеяву е сÿтсе яву? Маншăн, калăпăр, пĕрремĕшĕ чылай ăнланмалларах. Енчен те сăмах кантра пирки мар, ыйту, проблема тĕлĕшпе пулсан. (Тепри пачах тепĕр май калама пултарĕ).
Асăрхаттарура çапла каланă: "...ку таранччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене малашне те ҫаплах ҫырма юрать:" Унтан тĕслĕхсене вырнаçтарнă. Пурĕ эпĕ вĕсене унта 70 штук еннелле шутласа кăлартăм. Тен ытларах та пуль. Йышра "çĕршыв" та, кун ячĕсем те пур. Хыççăн "т.ыт.те" тени тăрать. Анчах та унта тата тепĕр список та пур! Мĕнпур списоксем, каларăмăр ĕнтĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр! "Ку таранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмах" мĕн вăл?
Пĕтĕмлетÿ çакăн пек. Темиçе элементран (компонентран) тăракан ăнлавсене пĕрле те, уйрăм та çырма юрать. Пĕтĕмпех кашнин хăйĕн кăмăлĕнчен килет теме пулать. Çапах та пĕрле çырма хистекен вăйсене параграфра яр уççăн кăтартнă*. Унашкал вăйсем татах та (параграфра кăтартманнисем) пур. Эппин, çав вăйсемпе килĕшуллĕн, хайхи-майхи ăнлавсене пĕрле çырма тăрашмалла.
Вăт çавнашкал шухăшсем сăхса илме, уçласа илме пулать ку параграфран.
Тавтапуç манпа пĕрле йĕрлесе тухнăшăн.
—————————————————————————————————————————————————
* 1)Сăмах майлашăвĕ мар, чăн-чăн сăмах пулни; 2)Текста тĕрĕс ăнланасси; 3)Халиччен пĕрле çырма хăнăхни.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
"...Эпир пурте И.А.Андреев вĕренекенĕсем.Вара мĕн?..."
Сирĕн реплика мĕне пĕлтерет?
Аслă шкулта унăн студенчĕ пулнă-и?
Ун патĕнче аспирантурăра вĕреннĕ-и?
Вăл ертсе пынипе наукăсен кандидачĕ пулса тăнă-и?
Е наукăсен докторне тухнă-и Иван Андрейччă тивлечĕпе?
А эп калани вара — питех те конкретлă япала! Кун пирки, тен, пит тăнлантарсах та тăмалла мар пуль. Пĕлекен — пĕлет.
"Эппин, мĕн кĕтме пулать унран?"-сирĕн çак репликăра мĕнле ăнланмалла?Эсир хăвăр уçăмлăрах çырăр...Мана И.А.Андреев университетра вĕрентнĕ,манăн аттепе аннене пединститутра вĕрентнĕ.
Çак пĕчĕк сăлтав сире И.Андреев вĕренекенĕ теме май памастех ĕнтĕ. Ытла та пĕчĕккĕ ку сăлтав!!!
"..."Эппин, мĕн кĕтме пулать унран?"-сирĕн çак репликăра мĕнле ăнланмалла?.."
Чăваш çырулăхĕнчи хальхи пăтăрмахсем тĕпрен илсен И.А.Андреев ячĕпе çыхăннă. Эппин çак çыннăн вĕренекенĕнчен мĕн кĕтме пулать? Хăйĕн вĕрентÿçине хирĕç кайма пултарать-и вăл? "Платон ман тус, анчах та чăнлах хаклăрах" — çапла калама хăват çитерĕ-ши Петр Яковлевич Яковлев?
ШЕДЕВР!
Тĕп сак айĕнчи тениех мĕне тăрать! :-)