Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.
Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.
Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.
Чубайс сăмаха пĕрле çырмалла. Нанотехнологи — ку каллех пĕрле. Çилармань — апла та, капла та юрать теме пулать. Мĕнле çырасси унта çыннăн мăнтăр кăмăлĕнчен килет тейĕпĕр. Пысăк проблема курмастăп эп унта. "Шывармань" опера. Каллех çук çĕртенех проблема туса хуни. Опера ячĕ пирки сăмахланă чух пĕрле çырни вырăнларах. Тепĕр тесен, ытти чухне те. Кунашкал япаласене ахаль шкул ачи те аванах чухлать. Балбессене шута илмĕпер.
<<Килĕшетĕп: И.Андреев, Ю.Виноградов юлташсем хальхи йĕркевсене уйрăм çырассине мала хурас тĕллевпе ăсталанă. Анчах хăйсем сисмесĕрех вĕсен ĕçĕ пачах урăхла пулса тухнă!>>
Мар // 4117.51.7078
2015.04.03 09:22
Хальхи орфографие ятарлă КОМИССИ çĕр хут сÿтсе явса парламента тăратнă, ПАРЛАМЕНТ ПОСТАНОВЛЕНИ кăларнă.
Акапасар // 3503.65.0328
2015.04.06 01:14
Тĕрĕс. Паламент постановленийĕ ТАХÇАНАХ пур.
Халь вара пĕр пĕчĕк япала çеç юлать: çав постановление пурнăçа кĕртесси.
Акапасар кунта çĕнĕ постановлени халех кирлĕ тесе çухăрашмасть вĕт! Çĕнĕ постановлени вăл çĕнĕ йĕркевсемпе пĕрле пулма пултарать. Ун пирки кунта сăмах çук.
Таса пулăр!
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.06 08:58
Тӗрӗссипе каласан никам та вирьялсене хӑйсем пек попляма чарман.Холая ,москвая,хоная каяпр.Молчара вара тӳрт ҫуса яма полтарапр.Ати-апи чӗлхине опранинче мӗн япӑххи пор.
Акапасар // 1384.6.2416
2015.04.06 17:02
Вара Вирьял чĕлхевĕ пирки калани асăннă Уççырăва хăш енчен пырса тивет?
Кунта Атнер Вирьял чĕлхевĕн тĕслĕхне илсе кăтартма хăтланнă. Тĕрĕссипе вара çавăнти мĕнпур тăрăхра çапала калаçаççĕ теме çук.
Сăмахран, Трак тăрахĕнчех апла мар!!!! Ишекре те апла мар!