Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.
Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.
Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.
Ну тавай, ăнлантарса парăр пире, мĕншĕн "хальлĕн" иккенне....:-) :-) :-)
Халлĕхе вара эп ăнлантарнине тăнлăр "Халĕ" сăмах пур-и? Пур. -ллĕ аффикс пур-и? Пур. Халĕ çумне \-ллĕ\ хушсан мĕн пулать? Халĕллĕ пулать. (-ĕн аффикс хушăнсан халĕллĕн). Ĕ сасă тухса ÿкме пултарать-и? Пултарать. Мĕн тăрса юлчĕ? Э? Тăрса юлчĕ хаЛЛЛĕн! Анчах пĕр хупă саспаллие виççĕн тан çырма йăла çук. Çавăнпа та халлĕн пулать.
Аксар юлташа кĕтсе илеймерĕмĕр.
Çавăнпа та хальлĕн пирки те хамăнах ăнлантарса пама тивет.
Кунта тĕпре "халĕ" мар "халь" тăрать.
Халь > Хальлĕ > Хальлĕн
Халлĕн тата Хальлĕн иккĕш те тĕрĕс теме пулать. Анчах та эп пĕрремĕш варианта суйласа илме сĕнетеп. Ара, хайхи "çемçетÿ паллине" лартмасăр хăварма май пур пулсан, мĕншĕн унпа чакаланмалла?
Элĕкре пуранакан гени мĕн каланине астăватăр-и ку япала пирки?
Мĕншĕн?
Аксар хăйĕн шухăшне каласа хăварчĕ вĕт!
Манăн вара çав шухăша вăраммăн ăнлантарма тиврĕ. Пулатчĕ кĕскен çеç ăнлантарма. Анчах хайхи-майхи инсинуацисем çураласса пĕлсе тăрса чăмласах памалла пулса тухрĕ.
Халлĕхе вара эп ăнлантарнине тăнлăр
"Халĕ" сăмах пур-и? Пур. -ллĕ аффикс пур-и? Пур. Халĕ çумне \-ллĕ\ хушсан мĕн пулать? Халĕллĕ пулать. (-ĕн аффикс хушăнсан халĕллĕн). Ĕ сасă тухса ÿкме пултарать-и? Пултарать. Мĕн тăрса юлчĕ? Э? Тăрса юлчĕ хаЛЛЛĕн! Анчах пĕр хупă саспаллие виççĕн тан çырма йăла çук. Çавăнпа та халлĕн пулать.
А упало, Б пропало, что осталось на трубе?
Мĕне шанса чĕрре кĕретĕр-ши?