Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?
• Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.
• Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ.
• Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.
• Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.
• Тĕлĕнмелле те, çемьесенчен арçынсем арăмĕсенчен хăраççĕ.
• Кафере е хупахра кофе илсе килмешкĕн акăлчан чĕлхипе ыйтсан уншăн 2 хут нумайрах тÿлеме те тивет. Вырăнти халăх валли хаксем кăшт пĕчĕкрех-мĕн.
• Autostrada пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли шоссе ялан тенĕ пекех тÿлевлĕ. Унти хăвăртлăх сехетне 130 çухрăмран ытларах пулмалла мар.
• Италири сăмахсем уçă сасăпа вĕçленеççĕ.
• Кашни регионти кухня – расна.
• Италири çынсем нумай çул пурăнаççĕ.
• Испансемпе итальянсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ: чĕлхи пĕрешкелтерех.
• Польшăпа Итали – Европăри тĕне чи вăйлă ĕненекен çĕршывсем.
• Италире каçхи апат пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ун чухне вĕсем хырăм туличченех çиеççĕ.
• Итальянсем сĕткенсем ĕçмеççĕ. Вĕсене ресторансенче те сутмаççĕ.
• Итальянсем эрех ĕçме те юратмаççĕ.
• Олива çăвне ялти хресченсенчен туянаççĕ. Ăна супермаркетра туянни килĕшÿсĕр-мĕн.
• Итали – нумай нациллĕ çĕршыв. 95 проценчĕ – итальянсем.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Кун пек пунктпа килӗшмелле:-"Кафере е хупахра кофе илсе килмешкĕн акăлчан чĕлхипе ыйтсан уншăн 2 хут нумайрах тÿлеме те тивет. Вырăнти халăх валли хаксем кăшт пĕчĕкрех-мĕн.". Чӑвашлӑха аталантарас тесе ҫунакан усламҫӑсен. Кайран лавккара,кайран тӗрлӗ чиновниксем патӗнче "бонус" пама пуҫламалла.