Тӗнче яланлӑхах ылмашӗ тесе шухӑшлать иккен Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо. Ҫакна вӑл пӗр ҫыннӑн пуҫне тепӗр ҫыннӑннипе ылмаштарас тенӗрен каланӑ. Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург Раҫҫей ҫыннине, 30 ҫулти Валерий Спиридонова, урӑх пуҫ лартса парасшӑн иккен. Каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнӑ-мӗн.
Валерий Спиридонов
Хальччен никам туман операцие тутарма Валерий Спиридонов ахальтен килӗшмен. Ҫурӑм амиорофийӗ текен усал чирпе мӗн пӗчӗкрен аптӑраканскер тахҫантанпах сусӑр урапи ҫинче кӑна ларать. Апла пулин те вӑл Мускаври икӗ фирмӑра программистра ӗҫлет. Пуҫӗ ӑслӑ пулин те каччӑн сывлӑхӗ кунсерен хавшаса пынине пӗлтереҫҫӗ. Малтанласа ӑна тухтӑрсем 20 ҫултан ытларах пурӑнмасть тесех каланӑ иккен. «Манӑн нимӗн те ҫухатмалли ҫук», – тесе каччӑ хӑйӗн пуҫне ылмаштарма шухӑш тытнӑ. Ҫакӑ хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварать тесе шухӑшлать-тӗр каччӑ. Операци тума 7,5 миллион фунт стерлинг кирлӗ-мӗн. Операци 36 сехет тӑсӑлмалла. Донор пуҫа клиника вилӗмӗ тӳссе ирттернӗ ҫынӑнне е вӗлермелле айӑпланӑ ҫынӑнне касса лартмалла иккен.
Итали нейрохирургӗ операци тума май пур тенине унӑн тӗрлӗ ҫӗршыври ӗҫтешӗсем ырласа йышӑнман. Вӑл маларах ӗҫленӗ Италири госпитальтен ӑна кӑларса янӑ-мӗн. Сӑлтавне госпиталь ҫыруҫи Канаверо ертӳҫӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе те, пуҫ вырӑнне пуҫ лартма май пур тесе шухӑшланипе те ҫыхӑнма пултарни пирки каланӑ иккен.
Пирӗн ҫӗршыври нейрхирургсем те Итали хирургӗ калани чӑн пурнӑҫра пултараймасть тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Роберт Уайт текен тухтӑр упӑте пуҫне ылмаштарса пӑхнӑ-ха. Анчах ҫӗнӗ пуҫлӑ упӑте чӗрӗ юлнӑ пулин те вырӑнтан та хускалайман. Унтанпа медицина вӑйлӑ аталаннӑ пулин те нерв тытӑмне ҫӗнетессипе пысӑк ҫитӗнӳ тӑвайман иккен-ха. Ҫавӑнпа та пуҫ ылмаштарса лартма вӑхӑт ҫитмен тесе шухӑшлаҫҫӗ нейрохиругсем.
Ӑслӑлӑхри хӑш-пӗр ҫитӗнӗве, тепӗр тесен, Итали нейрохиругӗ пек ҫынсем тӑваҫҫӗ те хӑш чух. Ҫитӗнӳ пуласса никам ӗненмен чухне вӗсем сӑнав туса пӑхаҫҫӗ те никам хальччен туманнине тума май пуррине тӗнчене ӗнентереҫҫӗ… Итали нейрохиругӗ, тен, ҫавӑн пеккисенчен пӗри-ха?..
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Пуçĕ йĕркеллех ку ачан.