Виҫӗмкун эпир Алпарухпа пӗрле хамӑр пӗлекен республикӑри тӗрлӗ кӑсӑклӑ объектсене пӑхса ҫӳреме тухрӑмӑр. Чи малтанах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗн икӗ арманне кайса пӑхрӑмӑр. Вӗсем пирки эп хам пӗлеттӗм те шыраса тупма йывӑр пулмарӗ.
Армансене илес пулсан вӑхӑт вӗсене самай тустарни сисӗнет. Юрать-ха чи киввине, Ҫатра-Хочахмат енчине, унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пуҫарӑвӗпе профнастилпа витнӗ, ҫиелтен кӑштах тирпейленӗ, илемлетнӗ.
Пӗлтӗрччӗ пулас, эп унта хамӑн тӑван шкул ачисене экскурсине илсе кайнӑччӗ, анчах алӑкне питӗрсе хунӑччӗ те шала кӗме май ҫукччӗ. Виҫӗмкун ҫитсен вара алӑксене ҫӗмӗрни куҫа курӑнчӗ. Вӑл юрӗччӗ-ха, анчах та арманта ҫамрӑксем сӑра-эрех ӗҫмелли вырӑн тунӑ пулас — шалта ҫӳп-ҫап, пушӑ кӗленчесем йӑваланаҫҫӗ. Телекурав Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне кӑна мар, хамӑрӑн халӑх культурин историне те (тепӗр тесен армансем ҫав хӑруш пулӑмран авалрах, аслӑрах) сыхласа упрама вӗрентсен тем пекех аван пулӗччӗ. Вара, тен, апла хӑтланмӗччӗҫ, ҫӗмӗрес-аркатас вырӑнне хӑт кӗртӗччӗҫ, хӑйсен тавралӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулӑмсене тӗнчене кӑларма тӑрӑшӗччӗҫ.
Тата юнашарти тепӗр ҫил арманне те сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫсем тумалла — профнастилпа та пулин витсе хумалла. Унсӑрӑн ҫак ансамблӗн пӗлтерӗшӗ ҫухалать — вӗсем инҫетрен пӑхсан тем тесен те карман-крепость пекех курӑнаҫҫӗ-ҫке.
Малалла пирӗн ҫул Элӗк районӗнчи Ураскилте выртрӗ. Килӗштерӳ канашӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх унта йывӑҫ чиркӳ пулмалла имӗш. Анчах унта ҫитсен эпир кирпӗчрен хӑпартнӑ чиркӗве кӑна асархарӑмӑр. Паян тин, тӗнче тетелӗнче йывӑҫ чиркӳ ӑҫта пулнине пӗлейрӗм. Иккен вӑл, XVIII ӗмӗрте хӑпартнӑскер, Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнче ларнӑ. 2010 ҫулта ун колокольни ишӗлсе анас патне ҫитнӗ («вырӑнти пизант башни» тесе ят панӑ ӑна), кайран ҫавах ӳкнӗ (2012 ҫулхи сӑнсенче курӑнмасть). Тӗп ҫуртӑн тӑррине вӑл вӑхӑтра юсама ӗлкӗртнӗ пулас та, анчах та икӗ ҫул каялла, 2013-мӗшӗнчи кӗркунне, пӑтасӑр хӑпартнӑ чиркӳ тӗппипех ҫунса кайнӑ. Кӑмака хутнӑ чухне асӑрханман тесе пӗлтернӗ ун чухне.
Хамӑра кӑсӑклӑ чиркӗве тупайман хыҫҫӑн пирӗн ҫул Муркаш районӗнчи Ильинкӑна выртрӗ. Кунта чӑвашри чи ватӑ юман лармалла. Шел те, Кукӑль картти ҫак яла пӗлмест. Ытти тӑрӑхсенчисене кӑтартать, пире кирлине ниепле те тупасшӑн пулмарӗ. Вара юнашарти Треньккӑ ялӗ ҫинелле тухас терӗмӗр.
Кайсан-кайсан ҫав-ҫавах юмана тупрӑмӑр. Ку ҫулҫӳрев вара пӗр пысӑк ыйту тӑратрӗ. Пӗлмен ҫынна ҫак паллӑ вырӑнсене тупма самай йывӑр. Юманах илес — вӑл Ильинка патӗнче вырнаҫни паллӑ пулин те хӑй юманне тупма питӗ йывӑр пулчӗ. Пӗр 3-5 ҫынран ыйтрӑмӑр пуль, вара тин ун патне тухайрӑмӑр. Республикӑна туристсене ытларах йыхравлас тесен ман шутпа ҫулсем хӗрринче кӑтартмӑшсем вырнаҫтарса тухмалла. Стильне вӗсенне пӗрешкел тума пулать. Ав, Ураскилтри Турамӑш раштавӗн чиркӗвӗ ӑҫта вырнаҫни пиркиех ҫул ҫинче 3-4 кӑтартмӑш тӗл пулчӗ. Мӗншӗн ҫак юман пирки те вырнаҫтарас мар? Пӗрремӗшне — Москакасси патӗнчи М7 хӗрринчи ҫул тӑваткалӗ патӗнче, иккӗмӗшне — Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче, виҫҫӗмӗшне — Треньккӑ ялӗ умӗнче Ильинка ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен лагерь енне пӑрӑнакан ҫул тӑваткалӗ ҫинче, тӑваттӑмӑшне — лагерь патӗнче (мӗнле пӑрӑнса кӗмелли схемӑпа пӗрле).
Кӑсӑклӑ вырӑнсем чӑвашра сахал мар. Вӗсем пирки ятарлӑ туристсен карттине кӑларсан та пӑсмӗ пуль. Шупашкарӑн паллӑ вырӑнӗсене кӑтартакан карттӑсем сахал мар сутӑнаҫҫӗ, ҫавнакаллине республика лаптӑкӗпе кӑларсан аван пулӗччӗ. Укҫи те ун валли нумаях кирлӗ пулмӗ ман шутпа. Культура министерствинче тӑрӑшакан тӳре-шарана ку тӗлӗшпе шутласа пӑхма ыйтасшӑн.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Вӑт халь каллех кунта палӑксене юсаса, ҫӗнетсе тӑмалли пирки сӑмах пырат. Пурте пӗлеҫҫӗ кирлӗ япала, каллех мӗнле майпа укҫине вӗсем ҫине ҫавӑрттармалла усламҫӑсен- патшалӑх ҫине шанӑҫ ҫук. Кунта пурин те пуҫ ватмалла. Интернета кӗрсе тухса ссылкӑ тунипе ӗҫ тухмас, кунта тарӑн шухӑшламалла.
Айван атя, пулӑш. Профнастилпа витнӗ арманӗ валли эп хам 4-5 ҫул каялла 10 пин парсаччӗ. //кулляннӑччӗ-ха, ҫынни укҫине урӑх тӗллевпе пӗтернӗ пуль тесе, анчах вӑл чӑн та армана профнастилпа витнине курсан чун савӑннӑччӗ.
Ют Ҫын // 5315.7.2056
2015.05.20 23:30
Ку хӳтлӗх ӗҫӗсен комплекслӑ пулмалла, ку витӗрех курнат. Енчен те фундаменчӗ ҫӗрӗк пулсан. енчен те фундаменчӗ хавшак та ишӗлет пулсан мӗн тума кирлӗ ҫав армана сусальнӑй золотӑпа витни? Эп те панӑччӗ чӑвашлӑх тенине аталанма кӑштах кӗмӗл 90-мӗш ҫулсенче. Паян ҫав чӑвашлӑхшӑн кӗрешекенсенчен пӗрисем Мускавра, теприсем америкӑра, виҫҫӗмӗшӗсем -татах инҫерех, ытарлӑ каласан пӗлӗтре.
Ют Ҫын, санашкал ҫынсем сӑлтав кӑна шыраса лараҫҫӗ ентӗ. Никӗсӗ пирки ҫыриччен малтан кайса пӑх, тӗрӗсле. Вара сӑлтавла.
Ют Ҫын // 5315.7.2056
2015.05.21 06:25
Ӑҫта, Ют Ҫын ним ӑнланманскер,мӗн калама пултарат? Паллах Админ пит вӑйлӑ эксперт. Анчах йывӑҫ фундамент вӑл тӗрӗслемесӗрех йывӑҫ фундамент пулса юлат, чул -бетон мар.
"....Эп те панӑччӗ чӑвашлӑх тенине аталанма кӑштах кӗмӗл 90-мӗш ҫулсенче. Паян ҫав чӑвашлӑхшӑн кӗрешекенсенчен пӗрисем Мускавра, теприсем америкӑра, виҫҫӗмӗшӗсем -татах инҫерех, ытарлӑ каласан пӗлӗтре."
Панă-тăк — лайăх. Вара халь çавăншăн ÿкĕнсе çÿретĕр-им? Е хайхи халĕ Мускаври-Америкăри-Инçери-Пĕлĕтри хастарсем йăкăртнă пуль тетĕр-им? Унашкал сисĕмсем пур-тăк — суда кайăр.
Вара лешсем халĕ аякра пулсан мĕн каласшăн кунпа? Аякка саланакансем вĕсем çеç-им? Юрамасть-им аякка кайма? Кунта юрăхлă ĕç çук пулсан çын паллах каять айккинелле. Чараймастăр. Хăварас тесен — юрăхлă ĕç вырăнĕсем туса парăр. Аякка саланиччен кунта чăвашлăхшăн тăрăшса хăварнă пулсан, вĕсене çакăншăн пуçа тайса тав тăвар!!! Хăшĕсем, ав, тăрăшса хăвараймасăрах саланаççĕ....
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.22 04:29
Никӗс пирки калас пулсан, кунта хӑватлӑ экспертсем кирлех мар.
Ют Ҫын // 1608.67.7452
2015.05.23 12:12
Ак хайхи мирлĕ калаçу пуçарасшăн Михуил Васильевич:-"По сообщениям пресс-службы администрации Главы Чувашии, должность сенатора Чувашской Республики, Михаил Игнатьев намерен предложить экс-президенту республики — Николаю Федорову.". Эсĕ, хисеплĕ Agabazar юлдаш, мирлешесшĕнех мар. Миршĕн калаçмалла анчах мар, кĕрешмелле те.
Пĕри профнастил валли укçа парать, тепри кун пирки интернетра çырнине тиркеса тарăн шухăшлама сĕнет, тепри хăйĕншĕн ÿкĕнсе макăрать, миршĕн вăрçă тапратасшăн пек...
Ку палăксем пирки пĕрремĕш хут илтрĕм - тавтапуç.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.27 09:12
Админ сайт кӑларат.Админ арман вали окҫа парат.Ста ӗҫлет вӑл?.Пойан та мар поль,а халӑхшӑн тӑрӑшат.Акапасар,миҫе тенкӗ хорапӑр?.