«Чӑвашлӑхӑн тымарӗ кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех упранса юлать.» текен шухӑш паянхи куншӑн вырӑнлӑ-ши? Ялтан тухакан ҫамрӑксем ҫине пӑхсан, чӑваш халӑхӗн телейлӗ пуласлӑхӗ куҫ умне тухса тӑрать-и?..
«Яланхи пекех чарăнура халăх лăк тулличчӗ. Вĕсенчен нумайăшĕ — студентсем, ӗçе васкакансем. «4» номĕрлĕ троллейбус ҫитсессĕн, пурте ун патне васкарĕç. Эпир транспорта маларах кĕрекеннисенччен пĕрисем пултăмăр. Икӗ пуш вырӑна асăрхасан манăн юлташ вӗсене йышӑнасшӑн пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра, пирӗн ҫула пӳлсе, тепӗр икӗ хӗр пуш вырӑн патне васкарӗ. Анчах манӑн юлташ ҫивӗчрех пулчӗ, пӗрремӗш ларма ӗлкĕрчӗ. Хайхи икӗ хӗре ҫак лару-тăру кăмăла каймарĕ пулас. Вĕсенчен пĕри сăн-пичĕпе улшăнсах кайрĕ. Манӑн тус хӗр ҫине йĕрӗнсе пӑхрӗ те «чу-у-вашка» тесе каласа хучӗ. Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, калаканнишӗн ку усал сӑмах калас вырӑнӗнче пулчӗ...
Тепӗр икӗ чарӑнуран хайхи хӗрсем анса юлчӗҫ. Паллах, тухиччен те пире ик-виç вырăсла сăмахпа асăнса хăварчĕç... Ҫак пӑтӑрмах манӑн чунра арпашу туйӑмне хăварчĕ...
Вӑхӑт иртрӗ. Хайхи пулӑм манӑҫа та тухрӗ пек. Пӗррехинче ҫапла хула урамӗпе утса пыратӑпчӗ. Мана хирӗҫ кĕсье телефонĕпа калаҫакан хӗр пырать. Ытти ҫынсенчен вӑтанмасӑрах, чӑвашла калаҫсах такампа хыт тавлашать хӑй. Эпӗ кӑшт сӑнаса пӑхрӑм та хирӗҫ утакан хӗр хайхи «чувашка» текенни пулнине ӑнланса илтӗм. Чаршав.»
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.