Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Прибавь еще один оттенок к радуге.(Шекспир)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Карталанӑ вил тӑприсем

Аçтахар Плотников05.06.2015 12:004342 views

«Хыпар» хаҫатра Валери Туркай ҫак темӑна ҫӗклес тенӗ. Сӑмахӗ вилтӑприсене тӑванӗсем карталани пирки пырать. Каҫал тӑрӑхӗнче темле те ӗнтӗ, анчах ку йӑла пирӗн патра расна. Пӗр ҫӑвара карталанисем чылай, теприсенче — ҫуккипе пӗрех. Мӗншӗн карталани те маншӑн пысӑк ӑнланманлӑх. Аттепе анне те пурӑннӑ чухне ҫакна йышӑнмастчӗҫ — «карта ан тытӑрах» тетчӗҫ. Тем тесен те сӑнатӑп та юлашки вӑхӑтра карта тытакансем сахал, Туркай калакан «мода» иртсе кайрӗ пуль.

Лайӑх-япӑх?

Карта тытнинче пӗр пӑхсан лайӑх енӗсене те курма пулать. Ак пирӗн Тӑрӑхри Ҫӗньял патӗнчи кивӗ ҫӑванах илес. Тахҫан ӗлӗк-авал пулнӑ ҫӑва вырӑнне халь нимӗн те аса илтермест — унччен ни тимӗр хӗрес лартман, ни карта тытман. Йывӑҫсем ӳссе кайнӑ, вӑрманланнӑ. Вил тӑпри юписем — юманран лартнӑ пулин те — ӗмӗрсем иртнӗ май ҫӗрсе кайнӑ. Ват ҫынсем калани тӑрӑх кӑна унта ҫӑва пулни пирки пӗлеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра тимӗр карта тытнӑ пулсанах ҫӑва вырӑнне, паллах, манмӗччӗҫ.

Япӑх енӗсем вара — чӑн та карта тытсан тӑвӑр. Ҫимӗкре — пушшех те. Тӑванӗсем сахал мар пулсан питӗ йывӑр кӗрсе вырнаҫма. Тата ҫумма-ҫуммӑн тытнӑ пулсан хушшипе иртсе кайма кансӗр. Ав, Шупашкарти иккӗмӗш ҫӑвана ҫитсен вил тӑприсем хушшинче аран-аран иртетӗн.

Ҫӑва пуҫне хисеп туни

Тата тепӗр япала пирки те асӑнса хӑварас килет. Чӑвашӑн хӑш-пӗр йӑлисем ҫухалса пыни пирки. Кунта те хамӑра айӑпламалла те православи тӗнне. Ак ҫӑва пуҫӗне хисеп тӑвассинех илес. Пирӗн Лапсар тӑрӑхӗнче икӗ ҫӑва. Пӗри Алькеш патӗнче (унта Ҫимӗк ӗлӗкхилле кӗҫнерникун иртет) вырнаҫнӑ, тепри — Ҫатракасси патӗнче (унта — шӑматкун). Чӑн та Алькеш ҫӑвинче хӑшӗ ҫӑва пуҫӗ пулнине хам та пӗлместӗп. Унта пирӗн тӑвансем сахал мар выртаҫҫӗ-ха ӗнтӗ, анчах ҫӑва пуҫне кӗрсе асӑнас йӑлана мана вӗрентмен. Ҫавӑнпа пӗлместӗп те. Ҫатракасси ҫӑвинче вара ҫӑва пуҫӗ пирӗн тӑван лекет те — ӑна пӗлетӗпех ӗнтӗ. «Ват пичи» тесе чӗнеттӗмӗр те эпир ӑна, пирӗн пата хӑнана час-часах килсе ҫӳретчӗ. Ҫавӑнпа та Ҫимӗкре ун патне кӗрсе тухмасӑр нихҫан та пулман. Шел те, малтан ун вил тӑприйӗ хӑрринчехччӗ, анчах вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫӑва тулса ларнипе (хулара тӳлевлӗ, кунта вара укҫа ыйтмаҫҫӗ тата юнашар — хӑвӑрт тулать) вил тӑпри ҫӑва ӑшне кӗрсе юлчӗ теме пулать. Чылайӑшӗ пӗлмест те пулас. Тата ятарласа ҫырса та хуман — тӗслӗхрен, Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи ҫӑва ҫинче ҫӑва пуҫӗн вил тӑприне ятарласа палӑртнӑ, алшӑллипе ҫыхса хунӑ.

Ку та кӑна мар тата хӑшӗ-пӗри укҫийӗсене шеллемесӗр тем пысӑкӑш картасем, хӳмесем ҫӗклесе лартаҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗнче те ырӑ ӗҫ тунӑ ӗнтӗ, те туман (чӑваш йӑлипе ҫӑва пуҫне хисеплӗ ҫынна тӑваҫҫӗ), анчах тӑванӗсен укҫисем пуртан беседка пеккиех хӑпартса лартнӑ. Ҫӑвана пырса кӗрсен вара пӗлменнисен пуҫа хыҫмалли кӑна юлать ӗнтӗ — ак ҫак керменлесе тунӑ вилтӑпри ҫӑва пуҫӗ мар-ши? тесе.

Йӑла-йӗркесене манниех ман шутпа чӑвашлӑх пурнӑҫне аркатса пырать. Хамӑр йӑласене манса ыттисен йӗркисемпе пӗли-пӗлмисӗр усӑ курма пуҫлатпӑр, чӑваш пурнӑҫӗ сӳтӗлсе пынине асӑрхамастпӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Agabazar // 1918.23.3966
2015.06.05 13:56
Agabazar
Ман шутпа, вилтăпри тавра карта тытни ним тума та кирлĕ мар... Ку йăлана (тĕрĕсрех каласан, "модăна") мĕнле те пулсан пăрахма тăрăшмалла.
Ют Ҫын // 1442.33.9633
2015.06.06 07:48
Ку темӑпа татса парса калама пит те кӑсӑклӑ. Масарсенче те нумай пулмас ҫеҫ йӗрке тытса тӑма тытӑнтӑмӑр. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче тасамарлӑх та мӑян хуҫаланнӑ ҫӑва ҫинче. Ун чухне соцреализм хуҫаланнӑ пурнӑҫра. Мӗнех пӗтӗм пулӑма та тутанса пӑхмалла иккен.
Agabazar // 7601.2.5624
2015.06.06 12:37
Agabazar
Масарта мĕн хуçаланасси вилнĕ çынсен чĕрĕ тăванĕсенчен килет. Калăпăр, ялти масарсенче.

Кремль çумĕнчи вилтăприсемпе ытти çавнашкал япаласен (саркофагсем теççĕ-и? мавзолей те пур, авă...) ушкăнне "масар" статусне памалла.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters