Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.(В. Скотт)
 

Ad

Agabazar: Константин Иванов

Agabazar21.06.2015 18:204203 views

КОНСТАНТИН ИВАНОВ

 

Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,

Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.

Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —

"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.

 

Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.

Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.

Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?

Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...

 

Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.

Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?

Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал

Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...

 

Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?

Тиек таврашĕ, страшнĕк, старшшина, уретнĕк... —

Мĕн-ма вĕсен шăрши те çук? — Эппин, поэт

Геройсене таçти "аваллăхра" çÿретнĕ!

 

Чунри тăнăçлăха çапла шыранă пуль:

Ун чух чăвашлăхра çитмен чăн-чăн тасалăх:

Ют витĕм, ют йăла, ют тытăмлăх, ют шкул

Ăс-хакăла куллен пусса тăнă, ку паллă.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (6)]

Comments:

Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 16:26
Agabazar
Путин юлташ пире çапла вĕрентет: На миру и смерть красна.
Agabazar // 7972.7.6514
2015.06.23 16:26
Agabazar
The comment was deleted.: дубль
Чекес // 8229-9611
2015.06.24 12:29
Agabazar, Сирӗн ытти хайлавсемпе паллашма пулать-и? Пичетленнӗ кӗнеке вулама сӗнейместӗр-и?
Agabazar // 1681.03.4966
2015.06.24 13:36
Agabazar
Чекес юлташ,
манăн пичетленнĕ кĕнекесем те, пичетленменнисем те çук.

Интернетра вырнаçтарнă "хайлавсем" вара пур. Сăмахран, çак "кун кĕнеки" текенскеренчех. Вĕсенчен пĕри ак çакă — http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2157/2.html

Ну, мĕнле шырамалли паллă ĕнтĕ: шырав йĕркине "Agabazar" е урăхларах сăмах лартмалла та...

Тепĕр тесен, апла аппаланмасăр та май пур. "Кун кĕнекинчи" Акапасар çыравĕсене йĕркипе пахса тухмалла кăна. http://chuvash.org/blogs/41676162617a6172
Чекес // 1707.47.0750
2015.06.24 21:40
Agabazar
"...манăн пичетленнĕ кĕнекесем те, пичетленменнисем те çук. "

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем сахал мар вӗт...
Agabazar // 2033.98.7514
2015.06.25 16:21
Agabazar
Ăслăлăх ĕçĕсен шучĕпе, ахăртнех, Пушкăртсанра çуралса ÿснĕ Юрий Виноградов чи малта пырать пулмалла.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters