Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Женщины скорее могут преодолеть свою страсть, чем свое кокетство.(Ф.Ларошфуко)
 

Ad

Agabazar: Çеçпĕле

Agabazar28.06.2015 23:363941 views

ÇЕÇПĔЛЕ

 

Мĕнле çеç вăрлăхран шăтса ÿсейнĕ-ши

Чăваш сăмахĕсен тулли паха тĕшши? —

Çакна чун-чĕрепе эс туйнă пуль, Мишши!

 

Çĕн Кун Аки хĕрсех пуçланнă пулнăран,

Тăван поэзире эс уçнă çĕн йăран! —

Умра сăнарланать хавассăр мар Ыран!

 

Апли апла та... Пурпĕр иртнĕ пĕлĕт пек

Çĕршывăмăрçăм урлă тĕрлĕрен инкек.

Поэт шăпи те, çавăнпах пулас, сивлек...

 

Анчах та эс, Мишши, çапах телейсĕр мар.

Хальхи ăрушăн эс — мала чĕнен Сăнар.

Ахаль çунман хĕрÿллĕ чĕрери кăвар!

 

Вут евĕр хавална туять паян кашни.

Пирте кашнийĕнчех пур Çеçпĕлтен илни.

(Пĕлтер, саманаташ*, кăна сисетĕн-и?)

 

Санра, поэт, асамçă сĕмĕ пур иккен.

Хайлавусем ахах-мерчен пекех ĕлккен.

Çакна ÿнерлĕх теççĕ ĕнтĕ ĕлĕкрен.

 

Çын пурнăçĕ кĕске: вуншар çулсем кăна.

Нумай ĕмĕрсене тăсма май çук ăна.

Ӳнерлĕх тĕнчере — ĕмĕрлĕхе хăна!

 

______________________________________________

*саманаташ — пĕр саманара пурăнакан çын. Танл.: современник (выр.)

 

Константин Бальмонтăн (1867—1942) "К Бодлеру" сăввин (1899) форматне тĕпе хурса майлаштарнă çак хайлава. http://www.world-art.ru/lyric/lyric.php?id=5090

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Agabazar // 3440.35.3652
2015.07.02 05:07
Agabazar
Константин Бальмонтăн сăвви "К Бодлеру" ятлă.
Çавна май кунта кун çути курнă сăвва мĕнле елят парас ыйту та çуралчĕ.

"Çеçпĕле" темелле е "Çеçпĕл патне" тесен аванрах?
Agabazar // 2649.58.2036
2015.07.05 08:07
Agabazar
Конми: "Вырăссем хăйсен члхинчен САНСКРИТ пулса кайно тенисене вуламарор-и, Шырався? "

Ну, парать те Конми хоспочын, ну парать! http://forum.chuvash.org/threads/ch ... 501/page-2#post-7733

Вырăс чĕлхи — хальхи, паянхи чĕлхе! Санскрит — тахçанхи, авалхи чĕлхе!

Мĕнле майпа хальхи чĕлхе аваллăха куçма пултарать?

Вăхăт ăçтан каялла куçайтăр?

Мĕн, хайхи "вăхăт машшини" текеннине шутласа тупнă-им?
http://elementy.ru/lib/431350

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters