Тĕлĕнмелле пек те, анчах васкамасăр ĕçлекен çын тухăçлăрах тимлет тесе пĕтĕмлетнĕ «Газета.Ru» интернет-кăларăм. Кун пек шухăш патне вăл тĕрлĕ ăсчахсен сăнавĕ тăрăх çитсе тухнă.
Ĕçрен пĕлсе пăрăнни тухăçлăха ӳстернине тата çыннăн вăй-халне упраса хăварнине палăртнă май çакăн пек сĕнӳсем хатĕрленĕ.
1. Ытларах уçăлса çӳремелле.
Ĕçрен час-час пăрăнса офис тăрăх уçăлса çӳрекенсем пуçа çĕклемесĕр тăрăшакансенчен 49 процент тухăçлăрах ĕçлеççĕ. Ăсчахсем çакă пуç мимине кислород аванрах пынă май ăслă шухăш та ытларах килнипе çыхăннă-тăр тесе шухăшлаççĕ.
2. Телефонпа юмах çапмалла тата тĕнче тетелне тухмалла.
Александр Пентлант ăсчах тата унăн Массачусетсри технологи университечĕн ĕçтешĕсем социаллă сетьсене тухма чарман тата ĕçлĕ мар калаçупа вăхăта ирттерме чарман компанисенче тăрăшакансем пуçлăхĕсем кашни утăма сыхлакан ĕçтешĕсенчен 60 процент тухăçлăрах тимленине асăрханă. Ĕçпе çыхăнман калаçу япăх кăмăла сирме пулăшать, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва çирĕплетет.
3. Çывăрса илмелле.
Торонто университетĕнчи Джон Трогакос ăсчах ĕнтĕркесе кайнă вăхăтра кофе ĕçес вырăнне пуçа хурса илме сĕнет. Нумайлăха мар. Пĕр 20 минутлăха. Ĕçре сăнав меслечĕпе тĕлĕрсе илме ирĕк панисенчен 70 проценчĕ çавăн хыççăн тухăçлăрах ĕçлеме тытăннине асăрханă.
4. Кĕнеке вуламалла.
Кĕнеке вуланин уссине хрантсус тĕпчевçи Вероник Боленер сăнанă. Ĕçленĕ вăхăтра кĕнеке вуласа канса илекен çын ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе çăмăлтарах тупнине тата йывăр лару-тăруран çăмăлтараххăн тухнине асăрханă.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.