Ҫапла, ҫапла. Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ҫапла вара унӑн кун-ҫулне аса илни пӑсмасть пуль. Маларах кӗскен те ҫырса пама пулатчӗ пуль тенӗччӗ те, анчах та пӗр статьянах вырнаҫаймӗ пулас.
Тымарӗ — Википедирен
Чӑваш халӑх сайчӗн шухӑшӗ е тымарӗ Википедин чӑваш уйрӑмӗнчен пуҫланать тесен питӗ тӗрӗс пулӗ. 2005 ҫулхине эп Википедипе кӑсӑкланса кайрӑм. Тен, 2004 ҫулта та пулчӗ вӑл… Маларах вырӑсла пайра вӑй хума тытӑнтӑм.Ун чухне вырӑссен пайӗ украинсенчен те пӗчӗкрехччӗ. Сахал мар статья кӗртрӗм пулас. Шупашкар тата Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ статьясемпе тултарсаччӗ.
Шӑп ҫавӑн чухне мана осетинсен пайне пропагандӑлакан ҫын чӑвашла пая тултарма ыйтнӑччӗ. Ман чӑваш чӗлхи ун чухне питӗ япӑхччӗ те эп унта пырса ҫулӑхасшӑн марччӗ. Вал вара мана «Эс тумасан тата кам тӑвӗ?» — тесе ыйтрӗ. Вара чӑн та шухӑшларӑм та йывӑр пулин те ҫак ӗҫе пуҫӑнас терӗм. Историне пӑхас пулсан эп вӑл уйрӑмра 2005 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан тӗп страницӑра йӗрке кӗртме тытӑннӑ, кайран Шупашкар, чӑваш чӗлхи, Иван Яковлев пирки ҫырма тытӑннӑ. Чӑвашла уйрӑма эп унччен, паллах, уҫса пӑхман мар. Анчах ӑна кирилле саспаллисемпе пуҫланӑран чӑвашла саспаллисем курӑнмастчӗҫ. Ку вара мана чӑвашла уйрӑмра ӗҫлессинчен хӑрататчӗ. Чӑвашла уйрӑма тултарма пуҫланӑ чухне вара тӗв турӑм — саспаллисем курӑнмалла пулмалли пирки.
Апла-и, капла-и, чӑвашла уйрӑмра ӗҫлеме пуҫланӑ май чӑвашла ҫырас ыйту та сиксе тухрӗ. Тӗнче тетелӗнче шыранӑ хыҫҫӑн чӑвашла ҫырмалли май та тупӑнчӗ. Хатӗр вариантсем те пурччӗ, анчах вӗсене вырнаҫтарма питӗ нушаллӑччӗ. Ҫапла май вара эп малтан чӑвашла сарӑм хам валли хатӗрлерӗм. Юрать-ха «чӑвашла шрифтсемпе» унччен паллашман. Аттук, чӑваш саспаллисене «+», «=», «ё» тата ытти пускӑч ҫине лартса тухнӑ пулӑттӑм пуль. Пӗр хушӑ «Крона» типографире ӗҫлесеччӗ те унта тахҫан чӑвашла текстсем ҫырма тиветчӗ. Саспаллийӗсене вара эп астунӑ тӑрӑх шӑп та лӑп пӗрешкел вырӑс пускӑчсем ҫине вырнаҫтарнӑччӗ. Вара хайхи эп те ҫавнашкалах тӑвас терӗм.
Чӑваш халӑх пултарулӑхӗн никӗсӗ
Википедине чӑвашла тултарнӑ май чӑваш чӗлхи тӗнче тетелӗнче пач ту курӑнманни палӑрчӗ. Ҫук чӑвашла сайтсем. Енчен те вырӑсла статья ҫырнӑ чухне эп шыравҫӑран ыйтсан вӑл мана темле те информаци тупса парать пулсан, чӑвашла апла тума май ҫукччӗ. Чӑвашла сайтсем кирли курӑнчӗ. Чи малтанах эп Чӑваш халӑх пултарулӑхӗн сайтне йӗркелес терӗм. Ячӗ вӑл халь ҫапла-ха, унччен вара унта чӑвашла юмахсем вырнаҫтарас шухӑшлӑччӗ. Геннадий Юмарт пухса хатӗрленӗ «Чӑваш халӑх юмахӗсем» кӗнекерен ӑсталас терӗм. Вӑл манӑн хамӑн тахҫан пурччӗ, анчах вӑхӑт шеллемен ӑна, ҫухалнӑ. Кӗнекене вара тус тупса пачӗ. Чӑрмаласа пӗтернӗскерччӗ. Файнридерпа усӑ курса кӗнекерен сайт йӗркеленчӗ. Доменне эп 2005 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче туяннӑ пулать. Каярах вал сайтра ваттисен сӑмахӗсем, халапсем вырнаҫа пуҫларӗҫ.
Чӑваш халӑх пултарулӑхӗн сайтне эп унти информаци автор прависемпе хӳтӗлеменнине пула пуҫарнӑччӗ. Ара, халӑхӑн пултарулӑхӗ вӗт. Автор прависем те халӑхӑн. Анчах сайт тулса пынӑ май вӑл чӑваш чӗлхине пысӑк витӗм паманни туйӑна пуҫларӗ. Пысӑк портал кирли палӑрчӗ. Ҫапла вара Чӑваш халӑх сайчӗ ҫурала пуҫларӗ те.
Порталӑн малтанхи дизайнне ҫынна тутарсаччӗ. Укҫа тӳлесе. Сӑмах май пӗрремӗш сервер валли те укҫана нимелле пухсаччӗ. 30 пин кирлӗччӗ-и пире унта. Ытларах пайӗ манран пулчӗ-ха ӗнтӗ, анчах ыттисем те пулӑшса. Малтанах эп портала Drupal движок ҫинче йӗркелесшӗнччӗ. Анчах пӗр-ик статья кӗртсе пӑхнипех вӑл шухӑшран пӑрӑнма тиврӗ. Ман хамӑн движок пурччӗ. Анчах вӑл урӑх сайт валли йӗркеленӗскерччӗ, чӑвашла мар. Ҫавах та унта вики пай, хыпарсем вырнаҫтармалли, блог пурччӗ. Нумай шухӑшласа тӑмасӑр ҫав движока портал валли хатӗрлеме тытӑнтӑм. Портал халь те унпалах ӗҫлет. Кӑлтӑкӗсем те (эсир пӗлместӗр пулсан те эп пӗлетӗп), ҫав вӑхӑтрисемех тӑсӑлаҫҫӗ. Паллах, самай улшӑннӑ вӑл ун хыҫҫӑн, вырӑнӗ-вырӑнӗпе палласа илме те май ҫук. Ҫӗнӗ функционал та самай кӗнӗ унта.
Chuvash.org домена авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче регистрацилесе. Ятне вара «На связи» канашлури «Чӑваш чӗлхи» пайӗнче (маншӑн вӑл темле резерваци пекех туйӑнать) суйласаччӗ. Темиҫе тӗрлӗ ят пӑхсаччӗ, канашланӑ хыҫҫӑн вара chuvash.org ҫинче чарӑнсаччӗ. Паллах, домен пурри портал хатӗррине пӗлтермест. Маларах каларӑм ӗнтӗ, дизайнне урӑх ҫынна тума парсаччӗ. Хӑвӑртрах туса ҫитерме темле ыйтсан та ют ҫын вӑл ют ҫыннах, унӑн пушӑ вӑхӑтне пӑхӑнатӑн. Портал дизайнне хатӗрленӗ хушӑра канашлу тума шутласа хутӑмӑр.
Канашлу (форум) йӗркелеме самай ҫӑмӑл. Дизайнӗ те хатӗрех. Пӗрле пырать вӑл, тӗсӗсене кирлӗ пек улӑштарнипе те тивӗҫтерет. Движокне вара Ikonboard суйларӑм ун чухне. Кунта сӑлтавӗ вӑл Perl-па хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Эп хам ҫав программӑламалли чӗлхене пӗлнипе. Паллах, ытти чаплӑрах движоксем те пурччӗ вӑл хушӑра, вӑл вӑхӑта Ikonboard аталанма та чарӑннӑччӗ… Анчах ӑна суйланӑран Чӑваш халӑх канашлӑвӗ унпа 9 ҫул пурӑнчӗ. Пӗлтӗр кӑна эпир тӳлевлӗ XenForo ҫине куҫрӑмӑр. Чӑваш халӑх канашлӑвӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «На связи» канашлури «Чӑваш чӗлхи» пайӗнчен эпир кайрӑмӑр теме те пулать.
Пӗтӗмлетӳ
Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлесе кайнипе Википедин чӑвашла пайӗ тулма, паллах пӑрахмарӗ. Чӑваш халӑх пултарулӑхӗн сайчӗ те ҫӗнӗ юмах-халаппа пуянланса пычӗ. Анчах ҫак канашлу тӗрлӗ кӗтессем тӑрӑх саланнӑ чӑвашсене пӗр вырӑна пухма май пачӗ. Хамӑрӑх вырӑна. Вӑл вӑхӑтра пухӑннӑ хӑш-пӗр ҫынна аса илес килет: Игрук, Ned, Алатар, Kir, Анатолий Миронов, Хавас-аппа, Cradio, Королева, Виктор Бычков, Юман, Suvar тата ыттисем те. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пачах ҫухалчӗ, теприсем халь те Чӑваштета аталантараҫҫӗ.
Чӑваш халӑх канашлӑвне илес пулсан унӑн пӗлтерӗшӗ хальхи вӑхӑтра самай чакрӗ. Енчен те маларах унта ӗҫлӗ калаҫусем пыратчӗҫ пулсан, каярах вӑл харкашу-калаҫу вырӑнӗ пек кӑна пулса юлчӗ. Тӗрлӗ ушкӑнсем пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах тупайманнипе чылай ҫын унтан писрӗ. Хальхи вӑхӑтра халӑх тетелӗсем (социальные сети) вӑй илнӗрен, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансене пухакан вырӑн статусне те вӑл ҫухатрӗ. Анчах канашлу пур, ҫук мар. Майне тупсассӑн, тен, малашне те ҫынсене пӗрлештерекен вырӑн пулса тӑрӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.