Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Цель оправдывает средства.(Н. Маккиавели)
 

Ad

Пихампар: Тутарстан Президенчĕ Игнатьева шеллемен

Пихампар07.09.2015 20:154376 views

«1-мĕш номерлĕ кандидат». Карта алăкĕсем çине çыпăçтарса тултарнă М.Игнатьев сăнĕллĕ листовкăсенче мĕне кура çапла çырнă–ши? Юлташĕсем валли ятарласа пулсан кăна. Чăваш халăхĕшĕн вăл – ют çын. Çапларах пĕтĕмлетÿ тăвас килет Игнатьевăн суйлав умĕн кăларнă агитаци материалĕсене курсан.

Игнатьев штабĕ миллионшар тенкĕ укçа тăкса хатĕрленĕ пĕтĕм макулатура паян пур çĕрте те йăваланать. Юрĕ хăй мар – фотоÿкерчĕкĕ кăна))) Макулатура пулнăран мар-ши – календарьсемпе листовкăсене йăлт вырăс чĕлхипе кăларнă. Йăваланса выртмалли япаласене чăвашла пичетлес темен-тĕр? Çук пуль, кунта ахăртнех урăх япала – атте-анне пилленĕ чĕлхене хисеплеменни, тăван халăха сума суманни яр-уççăн курăнать. Игнатьевшăн чăвашлăх ют пулни ăна Мускавран республика Президенчĕ пулма уйăрса лартнăранпах вăйлă сисĕнчĕ. Шăп вăл влаçа килсен чăваш ачисен пултарулăх лаççине - Герман Лебедев ячĕпе хисепленекен наци лицей-интернатне хупса салатса ячĕç. Игнатьев çине тăнипе республика Конституцийĕнчен «патшалăх» сăмах-ăнлава кăларса печĕç. Чăваш интеллигенцийĕ тилмĕрсех ыйтсан та Игнатьев Кăлава пирĕн мухтавлă академика Геннадий Волков-Хуначие хисеплесе Шупашкарта палăк лартма пулăшмашкăн килĕшмерĕ. Чăваш чĕлхи учителĕсенчен пуçтарнă укçа-тенкĕ çитеймерĕ çав палăка çĕклеме. Президент должноçне пăрахăçларĕç. Тавах Турра, Конституцире паянхи кун чăваш чĕлхи вырăслипе пĕр танах – патшалăх чĕлхи шутланать. Анчах ку Игнатьева ниме те пĕлтермест, уншăн пурпĕрех. Çавăнпа вăл республика пуçлăхĕн суйлав кампанийĕнче те чăваш чĕлхине аяккалла чышса хăварчĕ.

Ĕненетĕр-и е çук, тăван чĕлхене сума суман Михаил Игнатьева кÿршĕри Тутарстана ертсе пыракан Рустам Минниханов питĕ лайăх вĕрентсе илнĕ! Унта та сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлав, Тутарстан Президентне (çапла, мăнаçлă тутарсене Президент должноçне хăварма ирĕк панă) суйлаççĕ. Хайхи Минниханов хăйĕн агитаци материалĕсене вырăслисĕр пуçне паллах тутарла пичетлеттернĕ тата ….чăвашла! Ку вăл Игнатьева шăхăртса янă евĕрлех-çке. Ай, маттур Руслан Минниханов. Тутарстанра пурăнакан 127 пин чăваша хисеп тунă, тавах ăна уншăн. Пирĕн Игнатьев вара вăтанса намăсланнă пуль республикăри 815 пин чăвашран? Çапах та «Единая Россия» парти символики пирки манман. Мăнтарăн, хăранă пуль парти ылханĕнчен. 1-мĕш номерлĕ Игнатьев кандидата Тутарстан Президенчĕ Минниханов тăн кĕртни усса кайрĕ-ши хуть? Темле çав – амăш сĕчĕпе кĕменни качаканнипе кĕмест пулĕ çав.

http://atner.livejournal.com/499093.html

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters