Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Акар йытти ашса пырать, аякки витӗр хӗвел пӑхать. Ҫара ҫунана ҫапла ытарлӑн каланине чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Мӗн-ха вӑл акар йытти? Ашмарин хӑй словарӗнче ӑна, ахӑртнех, вӗшле йытта пӗлтерет пуль, тет. Апла, вӗшлен авалхи ячӗ-ши вӑл? Е пӗр-пӗр урӑх йытта пӗлтерекен сӑмах-ши?.. Пӗр-пӗр халӑх ятӗнчен юлман-ши ҫак сӑмах? Библире агарянсем (акар халӑхӗ) тени пур. Виталий Шопупуднев писатель хӑйӗн «У Понта Эвксинского» кӗнекинче хальхи Тамань ҫурутравӗнче, Кубань тӑрӑхӗнче роксолансемпе кӳршӗллӗ-тӑванлӑ акар халӑхӗ пурӑннине ҫырса кӑтартать. Акарсем унта-кунта кайнӑ чухнӗ хӑйсемпе пӗрле ялан йытӑсем илсе ҫӳренӗ. Романри ӗҫсем пирӗн эрӑччен иккӗмӗш ӗмӗрте пулса иртеҫҫӗ. Пыра-киле чӑваш аслаттейсем те Ҫурҫӗр Кавказа ҫитнӗ, ҫавӑнта тӗл пулман-ши вӗсем йытӑ нумай усракан акарсемпе тесе шухӑшлас килет вара...
Пирӗн паллӑ тӗпчевҫӗ, ватӑ энциклопедист Н. Л. Андреев (Урхи) 1963 ҫулхи «Чӑваш календарӗнче» ҫакӑн евӗрле сӑмах ытти чӗлхесенче те пуррине палӑртать: серб чӗлхинче — огар, поляк чӗлхинче — огор тата ытти те…
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.