Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Пророков нет в Отечестве своем, Но и в других отечествах не густо.(В.Высоцкий)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Шупашкар...

Аçтахар Плотников13.11.2015 12:005105 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Миҫе Шупашкар ҫӗр ҫинче?

Шупашкар хули. Ӑна пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Тутар республикинче те икӗ Шупашкар пур: Вырӑс Шупашкар ялӗ тата Чӑваш Шупашкар ялӗ. Чӑваш Шупашкар ялӗнче пирӗн паллӑ янташ, чӑвашсен малтанхи педагогӗсенчен пӗри, пултаруллӑ этнограф-тӗпчевҫи Никифор Охотников ҫуралса ӳснӗ. Вӑл пирен ҫулпуҫ В. И. Ленинӑн малтанхи вӗренекенӗ пулнине эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ: гимназире вӗренекен Володя Ульянов Н. М. Охотникова авалхи грек тата латынь чӗлхине вӗрентнӗ, историе тӗплӗн тепчеме пулӑшнӑ.

Хамӑр республикӑрах тата Шупашкаркасси ялӗ пур. Вал хальхи Шупашкар районнех кӗрет, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Шупашкар Ӗсмӗл ялӗ пур. Авалхи Петербургра хальхи Ленинградра ӗнтӗ, Шупашкар тӑкӑрлӑкӗ (Че6оксарский переулок) пур. Пӗчӗк тӑкӑрлӑк. 1881 ҫулхи мартӑн пӗрремӗшӗнче шӑп та лӑп ҫак тӑкӑрлӑк ҫывӑхенче народниксем Иккӗмӗш Александр патшана вӗлерме хатӗрленнӗ. «Халӑх ирӗкӗ» ушкӑнӑн членӗ Игнатий Гриневицкий, ҫирӗм пилӗк ҫулхи студент, Грибоедов каналӗпе Михайлов сачӗ хушшинче каретӑпа иртсе пыракан патшана пӗтерес тесе бомба пӑрахнӑ. Патша та, Гриневицкий хӑй те вилмеллех аманнӑ. Гриневицкие вара Шупашкар тӑкӑрлӑкӗнчи госпитале илсе кайса тӗпчеме тытӑннӑ, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешекен ҫак паттӑр Шупашкар тӑкӑрлӑкӗнчи госпитальрех вилсе кайнӑ...

Тата тепӗр икӗ Шупашкар аса килет: авалхи Чӗмпӗр хулинчи Тури Шупашкар тата Анатри Шупашкар урамӗсем. Тури Шупашкар ҫӗршыв историне кӗрсе, питӗ палӑрса юлнӑ.

Емельян Пугачева тытсан, Кӗтерне патша сановникӗсем ӑна Мускава Чӗмпӗр урлӑ илсе кайнӑ. Кӗтерне патша ҫарӗсен главнокомандующийӗ Панин граф ун чухне Чӗмпӗрте ҫак Тури Шупашкар урамӗнче хваттерте тӑнӑ. Вӑл тимӗр читлӗхе хупнӑ Пугачева дворянсене кӑтартма илсе тухтарать те: «Кам эсӗ?» — тесе хыттӑн ыйтать. Ҫак калаҫӑва ун чухнехи ҫынсем вырӑсла ҫапла ҫырса хӑварнӑ:

«— Кто ты таков?

— Емельян Иванов Пугачев, — твердо ответил арестованный.

— Как же смел ты, вор, называться государем?

— Я не ворон, — возразил Пугачев, играя словами и изьясняясь по своему обыкновению, иносказательно, — я — вороненок, а ворон-то еще летает!»

Халӑх ҫак калаҫӑва кирлӗ пек ӑнланнӑ. Ҫӳлти Шупашкар урамӗнче каланӑ Пугачев сӑмахӗ ӗнте кӗрешӳҫӗ халӑх черине юрӑ пулса ҫитнӗ:

Вороненок я — не ворон!

Ворон скоро прилетит.

К сытым мести будет полон,

Всех несытых ублажит.

Издевалися дворяне

Без конца над мужиком,

Не в такой кровавой бане

Быть за это им потом!

Помяни мое ты слово,

Ты, имеющий рабов:

Наш народ восстанет снова,

Пыль пойдет лишь от дворцов!

И тогда народ, свободный

От дворян и от цепей

Ум проявит свой природный,

Что6ы смыть позор людей...

Ку юрра, ун историне И. Н. Ульяновсен килӗнче те лайӑх пӗлнӗ, ӑна Володя Ульянов та хӑйӗн ҫамрӑк тусӗсемпе гимназире вӗреннӗ чухнех илтнӗ...

1867 ҫулхи «Симбирские губернские ведомости» хаҫата пӑхсассӑн, Аслӑ Саратовски урамӗпе Тури Шупашкар урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте М. М. Герасимовӑпа К° фотографийӗ уҫӑлни ҫинчен, вулама пулать («Фотография М. М. Герасимовой и К°) угол Б. Саратовской и Верхне-Чебоксарской, в доме Теняева)».

1877 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнче И. Я. Яковлев хӑй вӗрентсе кӑларнӑ А. А. Рекеев патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: «...Эпӗ тӑватӑ кун Мускав урамӗнче Соколов ҫуртӗнче пурӑнтӑм, паян вара Шупашкар урамӗнчи Стожников ҫуртне куҫса кайрӑм...»

Чӗмпӗрти Шупашкар урамӗсем иккӗшӗ те революци умӗн те пулни паллӑ.

1901 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Россия. Полное географическое описание нашего отечества Настольная и дорожная книга для русских» кӗнекере Шупашкар хули пирки ҫапла каланӑ: «По преданию, на месте города была в древние времена деревня, в которой жил чувашенин Шабксар, который и передал свое имя...»

Тата тепӗр вырӑс ҫынни, ытла паллах мар тӗпчевсӗ тата ҫулҫӳревҫе А. И. Свечин ӗлӗкрех ҫакан пек ҫырса хӑварни те упранса юлнӑ: «Хотя жители сего города основательной истории никакой не имеют но по наслышке объявляют, что издревле на сем месте бывала деревня, в которой жил чювашенин — Шебашкар». А. И. Свечин паллах, чӑвашла пӗлсех ҫитереймен пирки, хула ятне те, «чювашенин» (чӑваш ҫыннин) ятне те урӑхларах ҫырма та пултарнӑ. Кӑсӑкланакан ҫын А. И. Свечин мӗн сырса хӑварнине пирӗн наукӑпа тепчев институчӗн «Тӗпчев ӗҫӗсем» кӗнекен 93-мӗш кӑларӑмӗнче тӗплӗнрех вуласа паллашма пултарать.

Курӑр-ха, епле пуян Шупашкар тенӗ сӑмахӑн историйӗ, авалхи Петербургран пуҫласа Атӑл таранах тӗл пулатпӑр ӑна. Ҫапах та мӗне пӗлтерет-ха ҫак сӑмах? Шупашкар икӗ пайран тӑрать: Шупаш тата кар. Кар — карса (карса ҫирӗплетес), карман сӑмахран ӗнтӗ, кунпа пурте килӗшеҫҫӗ. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх Шупаш тени чӑваш сӑмахран ҫаврӑнса пулнӑ имӗш. Шупашкар тени апла Чӑваш хули, Чӑваш карманӗ (крепоҫӗ) тенине пӗлтерет иккен. Ку шухӑша чи малтан пирӗн паллӑ тӗпчевҫӗ, пысӑк хисепе тивӗҫлӗ В. Г. Егоров профессор каланӑ.. Унсӑр пуҫне Шупашкар хулине Шупаш ятлӑ паттӑр чӑваш е чӑваш кнеҫӗ никӗслени ҫинчен каланӑ халап та пур. Ку халапа ӗненес пулсан, Шупашкар эппин яла е хулана пуҫласа янӑ ҫын ячӗпе хисепленет имӗш. Кун пек тӗслӗх, ял таврашне малтан килсе вырнаҫнӑ ҫын ячӗпе парасси, Чӑвашстанра самай сарӑлнӑ. Ял, вырӑн ячӗсене пӑхса, авалхи питӗ хитре чӑваш ячӗсене пайтах тупатпӑр эпир: Исампай, Тикеш, Катек...

Пӑхар-ха, вӗсем хушшинче «аш» е «паш» сыпӑксемпе вӗҫленекен ятсем пур-и? Пур иккен. Пӑкаш, Муркаш, Шарпаш, Штанаш, Юрпаш, Урпаш тата ытти те. Магницкий ҫырса кӑтартнӑ тӗне кӗричченхи чӑваш ячӗсенче те ун пек ятсем пайтах. «Аш» е «паш» сыпӑкпа вӗҫленекен ятсем тата ытти халӑхсен те пур. Акӑ, Кайьен Кавказра Супаш ҫырми, Супаш лапамӗ пур. Иртнӗ ӗмӗртӗ кунта, ҫак ҫырма хӗрринче, вырӑс ҫарӗсемпе турккӑсем хушшинче хӗрӳ ҫапӑҫу пулнӑ. Ҫакна асӑнса паллӑ маринист-художник И. К. Айвазовский «Супашри десант» ятлӑ картина та ҫырнӑ. Вӑл хӑй те ҫак десантра пулнӑ. Каярахпа вӑл Крымра, хӑй пурӑнакан Феодоси хулинчен инҫе мар имени илнӗ те ӑна «Супаш» тесе ят панӑ. Кавказри тӗпчевҫӗсем Супаш ҫырми ҫын ятӗнчен пулса кайнине палӑртаҫҫӗ. Супаш — Шупаш пекех илтӗнет.

Айвазовскийӗн «Супашри десант» ӳкерчӗкӗ

Ҫавсем пирки шухӑшласа, Шупашкар хулине чӑнласах та Шупаш ятлӑ ҫын (паттӑр, кнеҫ е пӑлхаварҫӑ) ячӗпе чӗнме тытӑннӑ мар-ши тесе ытларах та ытларах шухӑшлас килет...

Акӑ, тата тепӗр кӑсӑк япала. «Пионер сасси» хаҫат ҫумӗнче пӗр вӑхӑтра тухса тӑнӑ «Хӗлхемӗн» 1971 ҫулхи кӑларӑмӗнче «Ҫак ятсене кам панӑ» статьяра ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗн республика столицин ячӗ — Шупашкар сӑмах мӗне пӗлтерет тата ӑна вырӑсла мӗншӗн Чебоксары теҫҫӗ, Шупашкар тата Чебоксары сӑмахсем пӗр-пӗринчен пулса кайнӑ ятсем мар, вӗсен кашнийӗнех хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн пӗлтерешӗ пур. Чӑваш ҫӗршывӗ вырӑссен государствипе пӗрлешиччен Атӑла Чапаксары ятлӑ шыв юхса кӗнӗ ҫӗрте Шупашкар ятлӑ хула пулнӑ. Ҫак хулара ҫар пуҫлӑхӗ — Шупаш пурӑннӑ. Пӑлхар-чӑвашсен ҫарӗн тытӑмӗ ҫапла пулнӑ: вунӑ ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ вунпӳ, ҫӗр ҫарҫыннин пуҫлахӗ ҫӗрпӳ, пин ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ пинпӳ пулнӑ, тӗмен е вунӑ пин ҫарҫыннин пуҫлӑхӗ тӗменпӳ е кӗскен тӗмен пулнӑ, тӗменрен аслине вара шупаш тенӗ. Авалхи тӗрӗк чӗлхисенче ку самах мӗне пӗлтерни палла: шу (тӗрӗкле — сӳ) ҫар тени пулать, паши (тӗрӗкле тата баши) пуҫӗ тени пулать. Ҫапла вара, Шупашкар тени, авалхи чӗлхерен хальхи чӗлхе ҫине куҫарсан, ҫарпуҫ хули тени пулать».

Виҫӗ тӗрле шухӑш. Вӗсенчен хӑшӗ тӗрессине пыра-киле тӗпчевҫӗсемпе шухӑшлавҫӑсем ӗнентермеллех каласа парӗҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters