Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Есть секреты, которые не позволяют себя рассказывать.(Эдгар По)
 

Ad

Таисия Ташней: Тираж пултӑр тесен мӗн тумалла?

Таисия Ташней17.12.2015 18:564878 views

Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине маларах хаҫат тӑрӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр. Унчченхи статьясенчен пӗринче эпӗ Шупашкар районӗнче тӑрӑшнӑ чух ӗҫ кунне хаҫатран пуҫланине каланӑччӗ-ха.

Ҫапла, республика е ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсене ӗҫтешсемпе черет тӑрса тенӗ пек шӗкӗлчеттӗмӗр. Хаҫат вулама ӳркенекен журналиста редактор ӑнланмастчӗ. Кайран хаҫат та ҫӗнӗ йышши технологисем ҫине куҫрӗ, тӗнче тетелне тухма тытӑнтӑмӑр. Ун чухне редактор информаци агентствисем хыпарланине, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче мӗн ҫырнине шӗкӗлчеме хытарса тенӗ пекех калатчӗ.

Халӗ пичет кӑларӑмӗсем актуаллӑха ҫухатса пыраҫҫӗ. Хаҫатӑн черетлӗ номерне пичете хатӗрленӗ ҫӗре телевизорӗ вӑл е ку хыпара ҫич хут пӗлтерсе ӗлкӗрет. Лайӑх-и ку, начар-и, хуравне, тупата Туршӑн та пӗлместӗп. Вилӗмсӗр Константин Иванов ҫамрӑк пуҫӗпех «вӑйлӑ этем те хӑй тӗнчине пӑхӑннине» ӑнланнӑ та, пире, унран икӗ е ытларах та хут аслӑраххисене, пурнӑҫа курнӑ теме юратаканнисене, саманана хирӗҫ каяйманнине ӑнланмасан намӑс та пуль.

Ҫапла, самана чӑнлӑхӗ паян ҫапларах: информаци агентствисемпе тӗрлӗ сайт пичет кӑларӑмӗсенчен тем чухлӗ хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. «Офисра ларни кирлӗ мар. Кирек ӑҫта та ҫырма пултаратӑн. Хӑть — ҫулта-йӗрте. Хӑть — пульницӑра черет кӗтнӗ чухне. Хӑть — диван ҫинче телевизор пӑхса выртнӑ самантра. Чи кирли — ҫӗнӗ хыпара ҫав-ҫав сайтран (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑп) темиҫе минут та пулин маларах пӗлтерсе ӗлкӗрсен аван», — ӗҫе йыхравланӑ май ӑнлантарнӑччӗ пӗринче сайт редакторӗ хӑйсен порталӗ валли хыпар ҫыраканӑн тӗп условине.

Паян, ман шутпа, вулакана хӑвӑртлӑхпа илме пулать. Сайтсем пӗр-пӗринпе тупӑшмалла тенӗ пек хыпарсене вырнаҫтарни шӑп та лӑп ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Мана тӳнсе каясла тӗлӗнтерекенни ҫакна пысӑк шайри пуҫлӑхсем ӑнланманни. Официаллӑ хаҫатсенчен вӗсем унчченхиллех, 20–30 ҫул каяллахиллех, тираж ыйтаҫҫӗ. Тираж тӑрӑх укҫа уйӑрса пама шантараҫҫӗ. Тираж пулмасан укҫа лимитне касса илессипе хӑратаҫҫӗ. «Редакторӗсем айван ҫынсем-шим? Самани ылмашнине вӗсем министерство шайӗнчисене мӗншӗн ӑнлантармаҫҫӗ?» — тесе ыйтсан, хуравне пӗлместӗп. Ҫук пуль. Айвансем мар-тӑр. Лешсем ӑнланмасран шикленеҫҫӗ пулинех.

Тата тепӗр япала та пур. Тиражпа ҫыхӑннӑ тӳнтерлӗх. Ҫав цифра аван пултӑр тесе пусахланӑ пек ҫынсене ҫырӑнма хистени. Ҫук, пур пичет кӑларӑмӗ те тесшӗн мар-ха. Каллех Шупашкар район хаҫатӗнче ӗҫленӗ самана аса килет. Ун чухнехи редакторсенчен пӗри пусахлакан меслетпе усӑ курма питӗ юрататчӗ. Районти тӳре-шарапа туслӑ пулнине кура ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, хысна организацийӗсене хаҫат ҫырӑнма хистетчӗ. Журналистсене пуштӑ уйрӑмӗсене те валеҫсе панӑччӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни журналистӑн хӑйӗн яваплӑ участокӗччӗ. Вара лешӗн: «Тӑван Ене» миҫе экземпляр ҫырӑнтартӑр? Плана тултарас тесен тата ҫавӑн чухлӗ юлнӑ», — тесе хайхисен тинкине илмеллеччӗ. Ара ҫав. Тинкине илниех пулать ӗнтӗ ҫав. Пусахласа тенӗ пек ҫырӑнтарнине чӑтаймасӑр пуҫлӑхсенчен тахӑшӗ ҫӳлерех шайри хаҫатсенчен пӗрне ҫӑхавланӑччӗ. «Ҫапла-ҫапла, ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ», — сиксе тухрӗ ун чухне федераци шайӗнчи хаҫатӑн регионти приложенийӗнче «пирӗн тӑрӑшулӑхӑмӑр» пирки.

Кайран хаҫата тепӗр ҫын, Борис Чиндыков, ертсе пыма тытӑнчӗ. Вӑл вара хистесе те пусахласа ҫырӑнтарас йӑлана пач пӑрахтарчӗ. Унччен предприяти-организацисене ҫырӑнтараттӑмӑр та вӗсем пирки каласа пама шантараттӑмӑр. Вӑл йӑлана та сивлерӗ ҫӗнӗ редактор. «Кашни запятоя ӑҫта лартассине вӗсенчен ыйтма тивӗ», — расна политика пуҫарса ячӗ ҫӗнӗ пуҫлӑх.

Ҫав вӑхӑтра пире, журналистсене, пурнӑҫа епле пур, ҫавӑн пек кӑтартма хистеме пуҫларӗ. «Этем чӗлхипе ҫырӑр», — тетчӗ официаллӑ чӗлхе хаҫатра вырӑнсӑррине палӑртса. Официаллӑ мероприятисем пирки те вӑл «этем чӗлхипе» ҫырма хушатчӗ. Унсӑр пуҫне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне те ылмаштарчӗ.

Ҫав вӑхӑтра ҫынсем редакцие хутлама, ҫырма-шӑнкӑравлама, пулӑшу ыйтма тытӑнчӗҫ. Пӗр ҫырӑва та хуравсӑр хӑвартармастчӗ редактор. Тираж та ӳсес енне кайрӗ. Никамран пӗр экземпляр ҫырӑнма ӳкӗтлемесӗрех хушӑнса пычӗ вӑл.

Ҫапла, «пурнӑҫа епле пур, ҫавӑн пек кӑтартни» хӑйӗн ҫимӗҫне кӳчӗ. Анчах ҫавна ҫӳллӗрех шайри пуҫлӑхсем пачах расна йышӑнатчӗҫ. Хӑйсене хурлани, вӗсене курайманни вырӑнне. Хайхисене ура хурас тени евӗр. Мӗн тетӗр — такӑнтара пуҫларӗҫ тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан редактора. Ҫемҫе вырӑншӑн антӑхакан ҫын марччӗ те, пӑрахрӗ те кайрӗ.

Ҫапла, патак икӗ вӗҫлӗ теҫҫӗ. Хистени те тӳнтерле ҫаврӑнса тухать, тӗрӗссине ҫырнишӗн те пуҫран шӑлмаҫҫӗ. Чӑн та, аптрушки...

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters