Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.(Торо)
 

Ad

Victor: Кӳкӗрт шӑршлӗ тамӑк

Victor19.12.2015 21:373170 views

 

Конмиизм — айван, халӑхла, шовинистла ниме тӑман суя пулнине пӗлсех тӑратӑп пулин те, форумра вирлӗн «этнокоммерсант» эпитета тивӗҫлӗ ҫынсем пире тем те пӗр сутса ҫӳрени чӑваш ачисемшӗн сиен кӳме пултарать тетӗп. Хам та Юхма юмахӗсене вуласа ӳснӗ, пӗтӗм тӗнче чӑваш тавра ҫаврӑнать тенисене тимленӗ.

Ҫак вӑрӑ-хурахла шухӑшлава таврана яри уҫӑ куҫпа пӑхни сирсе ярать. Акӑ ӑслӑлӑх тӑшманӗ Конми задани пачӗ: Кӳкӗрт тӗрлӗ чӗлхепе каласан мӗнле пулать. Конмиизм куҫлӑхне тӑхӑнтӑм та яра патӑм… Пӗр усӑллӑ шухӑш кӑна ҫуралчӗ — тӗнчен тӑват кӗтессинче мӗн чухлӗ илемлӗ чӗлхе пур, мӗнле пуян вӗсем. Пур чӗлхе те чӑваш чӗлхинчен пулса кайнӑ тени мӗнле тискер, ирсӗр шухӑш вӑл — ҫак ытти чӗлхесем пуррине пӗлнӗ чухне.

[QUOTE=”Конми, post: 10212, member: 3165″]Паян Шыравсьо тьпь эсьне тумасть, сямпа иннета тухмасть. Килте канса иврит алфавитне вренет.

Тпчеме: КЮКЕРТ тата СЕРА смахсем трле челхесенче. Весем пер тымарло мар-и?[/QUOTE]

cv. Кӳкӗрт (турккӑлла Kükürt) – перс сӑмахӗ گوگرد gūgird (Пехлеви: gōgird).

ru. Сера <прото-славянла: *sӗra. Мӗнле тымартан пулса кайнине Vasmer юлташ ӑнлантарса параймасть. Пӗрлехи ИЕ тымарӗ мар тет. Кун валли Конмиизмӑн хатӗр хуравӗ пурах-ха. Конми мӗн те пулин ҫинчен гнать тӑвать пулсан — Конми юмах-халап тӗнчинче вӑл ӗнтӗ тахҫантанпах пур. Кӗве ҫисе яман пулсан — тупса пӑхам-ха Конми кӗнекинче. Ах, ак-иҫ ку:

[QUOTE=”Конми, post: 4149, member: 3165″]Продолжим тему. ОГОНЬ от ностр. корня КЮ(Й) “гореть”, Н – именной аффикс, “горящий”, ср.: КЮКЕРТ “сера”= “розжига огня”. Чередование Ч~К. Гл. ГНАТЬ от сущ. ГОН, производное ЗАГОН. Смысловая связь с КОН и КУН по сходству форм (округлость).[/QUOTE]

[QUOTE=”Конми, post: 9037, member: 3165″]ВУТ выронне КОВ (КЮ тымар сомах: кюкерт, кун, хвел-кюель-(шумер.) гибиль).[/QUOTE]

Тӗрлӗ чӗлхесенче – мӗн чул нумайрах, ҫан чул шакла премӗк ҫийӗп-ха Мучимӗртен:

акӑлчанла Sulfur (<латтин чӗлхинчен: sulfur/sulpur < [латтин чӗлхи роттацизмлӑ] пӗрлехи ИЕ *swelplos < пӗрл ИЕ *swel- тымартан)

африкаансла Swawel — ditto

эфиопла ድኝ – Конми вулама пӗлетех пуль терӗм. Шрифчӗ пӗчӗк пулсан: ድኝ

арапла كبريت кибрит – кӑна хамах вулама пӗлетӗп, анчах, тен, Конмиизмра урӑхла вуланать, пӗлместӗп. К-Б-Р

аймарӑлла Asuphri (испан чӗлхинчен)

болгарла Сяра — вырӑсли пек

бенгальле গন্ধক Gandhaka — кӑна гугл вуласа пачӗ. Дравид улӑпӗсене пуҫҫапакан Конми, паллах, лайӑхрах вулӗ. Ара Gan – Кун – Кӳ мар-и-ха? (мар та-ха)

нимӗҫле Schwefel швеффӗл – кунта нимӗҫ чӗлхине манран лайӑх пур те пӗлеҫҫӗ, анчах намӑс курса кӑтартам-ха терӗм (Африкаансри пекех – ИЕ сӑмахӗ)

мальдиври дхивехиле ސަލްފަރު куна мӗнле вуламаллине Конми пӗлетех. Эп səlʔfəru- cӑлʔфӑру тесе вуларӑм. (пӗрлехи ИЕ сӑмахӗ)

навахолла Łeetsoii (łeezh “лапра” + łitso ‎“сарӑ” + -ii япала ячӗ) ‎ – кусем таҫтан чӑваш улӑпӗсемпе улпучӗсем килессе шанман, хӑйсемех сӑмах туса хунӑ.

эстонла Väävel – кусемте ыттисене кӗтмен, Тораизм эпитечӗсем ҫине сурса хунӑ.

ирҫелле Палыкандал – юрать-ха кусем –кан- тесе асӑнмалӑх-савӑнмалӑх хӑварнӑ. (мар та-ха)

испанла Azufre – селӗп чӗлхеллӗ испансем хӑйсене майлӑ пӑсса каланӑ латтин сӑмахне.

эсперанто Sulfuro – кусем чӑн-чӑн предательсем, Kukerto тес мар-и ҫавна? Эсреметсем.

грек Θείο – ку Конми шыраттарнӑ сӑмах. Турра кӳкӗрт шӑршипе ҫыхӑнтаракан халӑх селӗп грексем. Анчах ностратҫӑсем ку ПИЕрен пулса кайнӑ сӑмаха хайхи rastunkatiйе тӗлӗнтерсе янӑ Манчестер-Ливерпул : делать – yatmak тымартан кӑлараҫҫӗ. Yatmak – тӗрӗк сӑмахӗ пулин те, унӑн йӗрне чӑваш чӗлхинче уҫӑмлӑн каласа кӑтартнине хальлӗхе тупаймарӑм. Нострат теорийӗ питӗ илӗртӳллӗ те йӑнӑш пӗтӗмлетӳсем патне илсе ҫитерни те сисӗнет, ҫавӑнпа ӑна реальнӑйрах лингвистсем ӑна йышӑнмаҫҫӗ

галисилле Xofre шофре – латтин сӑмахех

персла گوگرد гугерд – хальхи персла

киттайла 硫 – :eek: мандарин: лио, кантон: лау, ву: лейиб, гань: диуб. Киттай чӗлхисене Старостин та ностратпа мӗншӗн ҫыхӑнтарайманни куҫ кӗрет.

корейле 황 hwang – кусем агглютинациоцентристсемшӗн тата глоттохронологиоцентристсемшӗн :p паллах кӑммӑллӑрах. Конми хӑлхине те пыл сӗрнӗ пек ку сӑмах, ара кӑштах кӳ пек илтӗнкелет-иҫ.

калмӑкла Күкр –

курдла Kewkurd – перссен пекех. Кунта Конмин хремесленсе каймалли вырӑн – WOW! KU – KEW …

лоҫбанла sliri – эсперантоҫӑсем мӗнле претаттӗлсем, кусем вӗсенчен тата япӑхрах. ҫакна kewtheosi тесе хӑвармалла пулман-и…

венкӑрла (кусем тӑван, кусенче К, Н кӗтмелле)… парапан чӗтретни… Kén! 1:0 Конми – 1! Ӑнсӑртран тӳр килни – 0.

малайла ഗന്ധകം gandhakaṁ. Паллах гугл ҫак ункӑсене хӑйне майлӑ вулать, анчах Конми вуласан кунта Кӳни те пур, Кунӗ те пур, Θείοсӗ те пур…

монголла (унчченхи калмӑксен тӑванӗсем) Хүхэр хӳхер – манкулсем те перссенчен йӑкӑртнӑ сӑмахне, ҫитменнине д сассине калайман тесе ҫирӗплетеҫҫӗ манкул этимологӗсем. Паллах, кунпа Конми (е Хунмэ темелле-и) килӗшмӗ.

науатльле (ку чӗлхепе калаҫма пултаракан пӗр юлташӑм пур, питӗ инттереслӗ хитре мексика чӗлхи) Tlequiquiztlālli – паллах, конми куҫлӑхне тӑхӑнса пӑхсан кунта Тле “тлеть” куҫа тӑрӑнать. Унсӑр пуҫне Qui – Qui – ку, паллах ӗнтӗ Кӳ Кӳ тени. Tlalli < в-л Твалли < Тев валли < Тевӑ валли < Θείο валли. :cool: Куншӑн Конмиизм авТурритечӗ мана преми ҫырса памасан кӳренӗп. Чӑн этимологийӗ: tlequiquiztli ‎“пӑшал” +‎ tlālli “тӑпра”.

непалла тата санскритла गन्धक gandhak. (малайли майлӑ)

сербла Сумпор.

финнла Rikki

тайла Lưu huỳnh – кусем матом вӑрҫа-вӑрҫа кӳнӗ = хуйнӑ. :eek: Чӑн этимологийӗ паллах апла мар.

Ивритне манса хӑварма юрамасть גוֹפרִית – гафрит – гопӑрит (хайхи арабсен пекки). Паллах, Конмин ивритӗнче урӑхла вуланӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Agabazar // 2834.76.9953
2015.12.20 12:38
Agabazar

КОНМИ ХОСПОЧЫНА 75-мӗш ПАРАГРАФШӐН ТАТА ТЕПӖР ХУТ ПӖКӖРӖЛСЕ, АВӐНА-АВӐНА ТАВ ТӐВАР ТА, унӑн анравӗсене 100 проценчӗпех манар, малашне курмӑш пулар. Унашкал фриксене песплат пиар тума кирлӗ мар пулӗ.

"Фрик (англ. Freak) — человек, отличающийся ярким, необычным, экстравагантным внешним видом и вызывающим (зачастую эпатажным) поведением, а также обладающий неординарным мировоззрением, которое является результатом отказа от социальных стереотипов." https://ru.wikipedia.org/wiki/Фрики

Victor // 2262.60.7058
2015.12.20 13:29
Victor

Ман ачалӑхра асӑрхаттаракан пулсан мӗнле лайӑхчӗ. Чӑвашлӑх чирӗ те ҫак рак шыҫҫи пек пистерекен нонсенсран.

Фриксене курмӑш пулни те япӑх.

Agabazar // 2834.76.9953
2015.12.20 13:37
Agabazar

Конми хоспочын, тем пысӑкӑш ТАВ сире чӑваш орфографийӗн 75-мӗш параграфӗнчи асӑрхаттарусемшӗн!!! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! Тав! ...... Мухтав!  :)  :)  :)

Agabazar // 3899.46.9293
2015.12.20 17:36
Agabazar

Конмие мухтав!

Конми. // 3383.79.3509
2015.12.20 17:50

Виктор=Шыравҫӑ, хӑвӑнтан мӗн ыйтнине те ӑнланаймарӑн-ҫке! КӲкӗрт тата СЕРА сӑмахсем пӗртымарлӑ мар-и тесе ыйтсан вӗсен пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене инҫет халӑх чӗлхисенчен "Переводчик"ран пӗли-пӗлми чуххмӑн купаласа патӑн.

Victor // 1747.73.8767
2015.12.21 19:21
Victor

Конми,ара Конмиизмра пур те пӗр чӗлхерен пулса кайнӑ тетӗр-иҫ. Лартӑм, тӗрӗслерӗм, тӗнчен тӗрлӗ тӗслӗ чӗлхелӗхӗпе килентӗм. Сера'па Кӳкӗрт пӗр тымарлӑ пулманни сирӗн меслетлӗхе кура та очевитнӑ.

Конми // 1609.53.4957
2015.12.21 23:08

Форумра йӑнӑшна йышӑнтӑн, кунта каллех улталатӑн. КӲКӖРТпе СЕРА пӗртымарлине ӑнлантарса патӑм, ҫавна ӑнкарма та пултараймарӑн. Камить: ачаран чӑвашлӑхпа минретсе сан пурнӑҫ ҫулне хупса хунӑ тесе йӗретӗн. Чӑваш-турккӑ лицейӗнче вӗрентӗн-им? Турккӑсем патне посол туса ямарӗҫ-и? Апла пулсан, шеллемелле сана, ачамккӑ.


Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters