Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.
Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.
Ара, ӑнланма ансатрах пултӑр тесе ял хуҫалӑх отрасльне илер-ха. Унта ӗнене пӗтӗлентермелли вӑрлӑха ветеринарсем ятарлӑ вырӑнтан — ӑратлӑ репродукторсене кайса вӑрлӑх илсе килеҫҫӗ. Ӑратлӑ репродукторта курса курнисем унти вӑкӑрсем эпир килте тытакан вӑкӑрпа ҫӗрпе пӗлӗт евӗр уйрӑлса тӑнине аван пӗлеҫҫӗ. Мӗн тери тӗреклӗ ҫавсем, яп-яка, сассисем мӗнле хӑватлӑ! Ун пек вӑкӑр вӑрлӑхӗпе пӗтӗлентернӗ ӗнен пӑрӑвӗ те лайӑх пулать. Ҫутҫанталӑкра та ҫавах мар-им: пӗчӗк ҫынсен ачи-пӑчи те пӗчӗк пулать, вӑрӑммисен — вӑрӑм, мӑнтӑррисен — мӑнтӑр.
Халӗ вара чупкӑнсем патне тепӗр хут таврӑнам. Шупашкар районӗнче, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм ҫывӑракан упӑшкине вӗрекен шывпа сапни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ ӳсӗр хӗрарӑма кӗвӗҫни ятлаҫтарни пирки республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ун чух пӗлтерчӗҫ-ха. Аса илтеретпӗр, харкашу ҫурҫӗр ҫитеспе сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм 15 литр кӗрекен савӑтпа шыв вӗретнӗ те хуп турттаракан упӑшкине пырса сапнӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 75 проценчӗ пиҫсе кайнӑ, кӗлеткин 40 проценчӗ уйрӑмах сиенленнӗ.
Каярах кӗвӗҫ арӑм пирки тӳре приговор вуланӑ. Ӑна, Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑватӑ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.