«Ҫакӑ ҫутӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», - тенӗ чӑваш классикӗ хӑйӗн поэминче. Кам вӑл — этем? Ун пирки йӑлтах пӗлетпӗр-и эпир?
◆ Ача ҫичӗ уйӑх тултариччен пӗр вӑхӑтрах сывлама та, апат ҫиме те пултарать.
◆ Апчхулатнӑ чухне организм ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларать, чӗре те тапмасть.
◆ Ҫын чӗри пурнӑҫ тӑршшӗпе 48 миллион галлон юн уҫлать.
◆ Хӗрарӑмсен чӗри, арҫынсеннипе танлаштарсан, хӑвӑртрах тапать.
◆ Чарльз Осборн ятлӑ ҫын ултӑ ҫул иклетет.
◆ Ӗҫе сылтӑм алӑпа тӑвакансем, сулахаййисемпе танлаштарсан, вӑтамран 9 ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ.
◆ Этем хӑй курнӑ тӗлӗксен 90 процентне манать.
◆ Организмри юн тымарӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 100000 ҫухрӑма яхӑн.
◆ Ҫуркунне, кӗркуннехипе танлаштарсан, ҫын хӑвӑртрах сывлать.
◆ Пит хӗрелнӗ чухне хырӑмлӑх та хӗрелет.
◆ Ҫыннӑн кӗлеткинче 700 ферментран кая мар ӗҫлет.
◆ Этем — ҫурӑм ҫинче ҫывӑракан пӗртен пӗр чӗрӗ организм.
◆ 4-ри ача кунне вӑтамран 450 ыйту парать.
◆ Тӗнчере ӗҫе сулахай алӑпа пурнӑҫлакансен йышӗ — 7 процент.
◆ Ҫыннӑн организмӗнче пурӑнакан бактерисем 2 килограмм таяҫҫӗ.
◆ Этем пурнӑҫ тӑршшӗпе ӳтне 1000 хут улӑштарать.
◆ Алӑ ҫинчи чӗрне, ура ҫинчипе танлаштарсан, 4 хут хӑвӑртрах ӳсет.
◆ Кӑвак куҫлӑ ҫынсем ыратнине вӑйлӑрах туяҫҫӗ.
◆ Ҫыннӑн ҫӑварӗнче 40000 яхӑн бактери.
◆ Ҫын телевизор курнӑ чухне мар, ҫывӑрнӑ чухне ытларах калори тӑкаклать.
◆ Ачасем ҫуркунне хӑвӑртрах ӳсеҫҫӗ.