абонент шӑнкравланӑ
каҫхи вунпӗрте,
эсир те тен ывӑннӑ,
тен путнӑ ыйха.
тен пулнӑ ун чух эсир тепринпе
анчах шутламан ӑна кирлине.
абонент шӑнкравланӑ,
абонент вӗт ыйтнӑ,
тытса телефон каламашкӑн сӑмах..
ӑна вӗт пит кирлӗ
эсир паянах,
пӗр каҫлӑх кӑна мар
ӗмӗрлӗхе, яланах..
абонент шӑнкравланӑ.
вӑл пулнӑ кӗтме,
тен хирӗҫ яратӑр
хуравлӑ шӑнкрав.
пулать вӗт, пулать,
тепӗр чух илтӗнмест.
пулать вӗт тата вӑл теме манӑщать
кайран шӑнкравлатӑп тенӗ чухне..
кама тем кирлӗ ӗнтӗ,
вӑратать ыйхӑран..
каҫхине вунпӗрте
эсир ҫывӑрнӑ чухне.
счёт ҫинче пӗр ҫӗр тенкӗ
тата алӑ минут
тулевсӗр тумашкӑн
хӑш чух шӑнкӑрав..
тата пӗр ҫыру:
,,вӑл тунӑ шӑнкрав"..
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.