Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Есть разновидность лжи: ложь, гнусная ложь и статистика.(Б. Дизраэли)
 

Ad

Софья Савнеш: Даргин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме ӳркенмест

Софья Савнеш14.02.2016 22:015779 views

Чӑваш Енри районсенче, шел те, юхӑнакан ферма нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фермӑсем кӗрлесе тӑнӑ, унта ӗҫ вӗренӗ. Халӗ мӗн юлнӑ вӗсенчен? Ишӗлчӗк кӑна. Тӳнсе каясла лараканскерсем ҫын пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ. Ара, ачасем унашкал вырӑнсенче выляма юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑнсӑртран йӑтӑнса анас пулсан? Кунашкал тӗслӗхсем Раҫҫейре пулнӑ.

Паллах, ҫӗтӗк-ҫатӑк фермӑсем тавралӑха илемсӗрлетеҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене сӳтсе пӑрахни лайӑхрах. Анчах ҫакна кам тӑвӗ? Ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук. Ӗҫчен ҫын ӳркенмест тени тӗрӗсех. Юлхав ҫеҫ диван ҫинче выртас тесе тӗрлӗ сӑлтав шыраса тупать. Тепӗр тесен, юхӑнчӑк фермӑсемпе усӑ курма пулать. Вӗсене кӑшт ҫеҫ юсамалла. Тара параҫҫӗ — тархасшӑн, ан ӳркен ҫеҫ. Ҫак сӑмахсене ҫырна май ырӑ пӗр тӗслӗх аса килчӗ. Элӗк районӗнчи Ишпарайккӑ ялӗнчи юхӑннӑ фермӑна ҫӗнӗрен хута янӑ. Темиҫе ҫул тӑлӑххӑн ларнӑскере пӗр ҫын тара илнӗ – йӗркеллех ӗҫлет. Ҫав ҫын — Дагестанран килнӗскер. Арӑмӗ Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. Унта вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усраҫҫӗ. 7 ӗне сӑваҫҫӗ. Ҫак арҫын пӗр уйӑх — Чӑваш Енре, теприне Архангельск облаҫӗнче пурӑнать. Хӑй ҫук чухне фермӑна ялти пӗр арҫын пӑхса тӑрать.

Дагестан ҫынни, даргин, ҫак юхӑнчӑк фермӑна тара илнӗ. Архангельск облаҫӗнчен 294 сурӑха КамАЗпа тиесе килнӗ вӑл. Халӗ сурӑх ӗрчетет, аш-какай сутать.

Даргин арӗ сурӑхсене юратса пӑхать. Хӗл варринче те унӑн сурӑхӗсем урама тухаҫҫӗ. Арҫын шухӑшӗпе, выльӑх-чӗрлӗхе юр ҫуса лартсан та уҫӑлма кӑлармалла. Вӗсем юр айӗнчен курӑк чакаласа тупса ҫиеҫҫӗ. Урама кӑларсан сурӑх пыйтланмасть тесе ҫирӗплетет вӑл. Даргин арӗ кунти ҫынсем выльӑх-чӗрлӗхе ҫулла ҫеҫ урама кӑларнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл сурӑх ҫӑмне ҫулталӑкра иккӗ мар, пӗрре ҫеҫ касать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗркунне ҫӑмне илсен выльӑх хӗлле шӑнать.

Акӑ тӗслӗх — ӳркенмен ҫын ӗҫ тупатех. Тепӗр тесен, даргин хӑйӗн ҫӗршывӗнчех сурӑх ӗрчетме пултарнӑ. Анчах вӑл кунта пиччӗшӗ патне хӑнана килнӗ те ӑна тавралӑх килӗшсе кайнӑ. Вӑл каласа кӑратнӑ тӑрӑх, унӑн тӑван кӗтесӗпе Чӑваш Енри ҫанталӑк пӗр пекрех. Ахӑртнех, ӑна кунта сурӑх ӗрчетмешкӗн майсем нумайрах пулни илӗртнӗ. Кахалли ҫеҫ «ялта ӗҫ ҫук» тесе ларать. Паллах, унта чаплӑ офиссем ҫук. Анчах укҫа ӗҫлесе илес килет тӗк – тархасшӑн, ӗҫле. Никам та чармасть малалла аталанма, укҫа тума. Эпир сӑмса умне ӗҫ хурса парасса хӑнӑхнӑ ҫав. Хамӑр ӗҫе тытӑнма, ҫанӑ тавӑрса вӑй хума пултараймастпӑр-ши вара?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters