Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Мне всегда лучше работается после того, как я послушаю музыку.(В. Гете)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики

Аçтахар Плотников28.02.2016 02:256633 views

Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пыраҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?» — текен ыйту парас килет вӗсене.

Хам спорт мероприятисенче пулмастӑп, анчах та хыпарсене лартнӑ май хӑш чухне вӗсенче ӳкернӗ сӑнсемпе паллашма тивет. Ав, пӗрине пӑхнӑ май спорт залӗнче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн ялавӗсем ҫакӑнса тӑнине куртӑм. Мухтамалла пек. Анчах Раҫҫей ялавӗ чиперех ҫакӑнса тӑрать пулсан, пирӗн республикӑнни — усӑнса аннӑ. Ҫакна никам та асӑрхамасть, сахал мар пухӑннӑ халӑх кунта нимӗнле йӗркесӗрлӗх те ҫук тесе шутлать. «Ара мӗн ара? Усӑнса аннӑ? Аннӑ. Мана мӗн ӗҫ?» — ахӑртнех ҫапларах вӗсен пуҫӗнчи шухӑш.

Ак халь тата тепӗр спорт ӑмӑртӑвӗнчи сӑнсене курма май килчӗ. 1996 ҫулта Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтака асӑнса ирттернӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ. Виҫӗ районтан пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксене лекнӗ пӗр самантсенчен пӗри — Раҫҫей ялавне ҫӗклени. Те вӑрҫи Раҫҫейшӗн иртнӗрен, те хӑйсене Чӑваш Республикинче курманран (сӑмах Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм тӑрӑхӗ пирки пырать), тӑван республикӑн ялавӗ те кунта пулмалли пирки пуҫӗсене кӗмен пулас.

Кунта ман шутпа республикӑн хальхи пуҫлӑхӗсен айӑпӗ те кӑштах пур. Вӗсем ҫине тӑманни куҫа курӑнать. Чӑваш ялавӗ пурри е ҫукки вӗсене ытлашшиех пӑшӑрхантарманни палӑрать. Темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ пӗр пулӑм аса килет. Ун чухне пирӗн пуҫлӑх ячӗ те Президент ятлӑччӗ, вӑл ӑшӑ пукана та Николай Васильевич ятлӑскерӗ йышӑнатчӗ. Вӑт, хайхи Республика кунне халалланӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале уҫнӑ мероприятире сӑн ӳкереттӗм. Режиссёрӗ хамӑрӑн маррине кура пулас йӗри-тавра Раҫҫей ялавӗсене кӑна вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫакна унчченхи Президент асӑрхарӗ пулас, вӑл ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмерӗ, Чӑваш Республикин ялавӗсем те хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ. Ку ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртес пулсан ман иккеленӳ ҫуралать: Михаил Васильевич асӑрхӗ-ши? Е пӗтӗмпех йӗркеллӗ тесе, мероприятие лайӑх ирттерчӗҫ тесе мухтаса та илӗ?

Тепри калӗ: «тупнӑ вак-тӗке япала», — тесе калӗ. — «Чи кирли — спорт мероприятине ҫӳллӗ шайра ирттерни, шкул ачисене спорта явӑҫтарасси, Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑкӑн паттӑрлӑхне асра тытни», — пулӗ унӑн хуравӗ. Патриотлӑха (хыпар ҫӑлкуҫӗнче, тӗлӗнмелле те, ун пирки сӑмах хускатман) ҫапла ӳстерме май килни пирки те асӑнса хӑварӗ. Чӑн та тӑван ҫӗршыва юратасси, уншӑн хӑпартланасси кирлӗ япала. Анчах патриотлӑх тени вӑл чи малтан тӑван кӗтесрен пуҫланмалла, таҫти Мускав ятлӑ хуларан мар. Тӑван тӑрӑха юратма, уншӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме вӗрентмесен ӑҫтан чӑн-чӑн патриотсене ӳстерме май пулӗ? Хальлӗхе вара телекурав минретӗвне пула «Мускава хӳтӗлеме хатӗр-и?» тесе ыйтсан пӗр шикленмесӗр «Хатӗр!» — тесе кӑшкӑрӗҫ. «Шупашкара хӳтӗлеме хатӗр-и?» — тесен ахаль ҫын пуҫӗнче «Апла пулса тухсан хӳтӗлетӗп» текен хурав ҫеҫ ҫуралать. Мӗншӗн тесен чи малтан пире, Раҫҫей халӑхне, Мускава хӳтӗлеме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та спорт мероприятийӗсенче те Раҫҫей ялавӗ пирки ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пирӗн малтан хамӑрӑн шурӑ Шупашкар пирки, кайран Мускав пирки шухӑшламалла. Тӑван тӑрӑха хӳтӗлеме хатӗр ҫын ҫеҫ чӑн-чӑн патриот пулма пултарать. Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.

Паллах, амаҫури те йӑваш та ырӑ пулма пултарать. Анчах тем тесен те тӑван анне пуриншӗн те ҫывӑхрах. Ҫакна асра тытса пирӗн хамӑрӑн халӑха ытларах сума сумаллине аса илес пулать. Вара пурӑнӑҫ та, пӗр иккеленмесӗр калатӑп, лайӑхлана пуҫлӗ. Аталану ҫулӗ ҫине тӑрӑпӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters