Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
На свете нет ничего противоестественного.(Анатоль Франс)
 

Ad

Стекольщиков : шухӑшсем

Стекольщиков 03.03.2016 02:593450 views

 

чӳречерен пӑхса ларатӑп

инҫетри пӗр ҫутӑна.

сан пирки ялан шутлатӑп,

ыраттаратӑн чунӑма.

 

ташӑ каҫӗнчче паллашрӑм

темшӗн санпалла ун чух.

ташлама кӑна кӑлартӑм-

илемлӗ юрӑччӗ ун чух.

 

лекрӗм санӑн тыткӑна

илтсессӗн ҫепӗҫ сассуна.

курсассӑн санӑн кулӑна

эпӗ ҫухатрӑм пуҫӑма..

 

тинӗс евӗрех путарчӗҫ

санӑн хитре куҫусем.

ухмаха мана кӑларчӗҫ

санӑн ҫемҫе тутусем.

 

ҫав каҫ тухмасть халь асӑмран

ҫӗр шухӑш манӑн пуҫӑмра

,,мӗн пулчӗ ши?- ыйтап хамран

канлӗх ук халь чунӑмра.

 

санӑн илемлӗ сӑнару

ялан тӑрать куҫ умӗнче.

савма ан пултӑрччӗ чару,

маншӑн эсӗ ҫут тӗнче.

 

ялан сана курас килет

тӗл пуласса кӑна кӗтеп.

вӑхӑчӗ хуллен иртет,

тунсӑхласа сансӑр вилеп.

 

юмахри пекех туятӑп

эп хама санпа чухне.

тӗлӗкре ялан куратӑп,

алран тытса утнине.

 

сана курсан чӗре тапать,

чунӑм манӑн савӑнать.

уйрӑлассӑм та килмест,

сан пек мана никам кӗтмест.

 

эс пултӑн маншӑн чун савни,

чипер сӑпайлӑ хӗр пӗрчи.

пултӑн манӑн тур парни,

ҫӑтмахри эс пирӗшти..

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters