Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Осознав свою слабость, человек черпает в этом силу.(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Софья Савнеш: Туристсене илӗртекен кӗпер

Софья Савнеш03.05.2016 20:125378 views

Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур.

Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл.

Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет. Кӗпере историпе культура палӑкӗсен списокне официаллӑ майпа кӗртнӗ. Нумаях пулмасть ун ҫывӑхӗнче купельпе часавай тунӑ. Унтах — ҫӑл шывӗ. Ҫывӑхра кӗтӳ, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳрет. Илемлӗ вӗт!

Пирӗн республикӑра ку кӗпер пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра, Европӑра, пулсан ӑна ҫав тери хаклӗччӗҫ, упрӗччӗҫ. Унпа туристсене те илӗртӗччӗҫ. Париж ав Эйфель башнипе паллӑ, тепӗр ҫӗршыв — урӑххипе. Пирӗн республика вара ҫак чукун ҫул кӗперӗпе те мухтанма пултарать. Ун пекки тата ӑҫта пур?

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ку ҫулпа ҫар припасӗсем тултарнӑ эшелонсем ҫӳренӗ. Кунта халӗ роуп-джампинга юратакансем пухӑнаҫҫӗ. Таҫтан та килеҫҫӗ унта, ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Кӗпер ҫӳллӗшӗ — 20 метр. Чӑнах та, кӗпер патӗнче тӑнӑ чухне хӑвна таҫта Европӑри пекех туятӑн. Ку пӗчӗк ял ҫывӑхӗнче пулнине ӗненме те йывӑр…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters