Хальхинче унта 17 тата 18 ҫулсенчи Бурят Республикинчи икӗ каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса кайса вӗлернине сӳтсе яваҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗлернине никам та официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Велосипед вӑрланӑ тесе тытса чарнӑ яшсенчен пӗри хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ пулать. Анчах ачан пичӗ кӑвакки тупӑкра выртнӑ чух та курӑнать.
Йӗрке хуралҫисем тесе калама хӑнӑхнӑ пакунлӑ ҫынсем икӗ каччӑна темӗнле преступниксене евӗр тытса кайни видеокамерӑсем ҫине ҫырӑнса юлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ каччӑсенчен пӗри тата ҫамрӑксене ултӑ вӑйпитти тытса кайнӑ лавккара ӗҫлекен сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, каччӑсене унтах тапма тытӑннӑ. Чӗрӗ юлнӑ каччӑ каланӑ тӑрӑх, унӑн пуҫне капюшон тӑхӑнтартса лартнӑ та темӗнле путвала илсе кайнӑ. Унта ӑна хытах хӗненӗ.
Телекӑларӑма хутшӑнакан экспертсен шучӗпе, каччӑсене темӗнле преступлени пирки йышӑнтарма хӑтланма пултарнӑ. Теприсем вара ҫулӑмсӑр тӗтӗм тухмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вилнӗ ачан кукамӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл тӑрӑхра унччен те ҫамрӑксене йӗрке хуралҫисем хӗнесе вӗлермен мар. «Ыттисем те пулин пурӑнччӑр», — тесе каларӗ пысӑк ҫухатӑва тӳссе ирттерме тивнӗ ватӑ...
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.