Ӗнтӗ часах ҫак кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа 115 ҫул ҫитсе пырать.
Алла чӗре тӗлне тытса ним пытармасӑр каласан, ҫав вӑхӑтранпа кӗнекери шухӑшсене никам та тӳреммӗн "ревизи" тума хӑяйман-ха.
Антон Салмин юлташ та, авӑ, "савирская гипотеза" тенине ҫӗкленӗ май, Ашмарин еткерлӗхне аса та илмест пек! Калӑн, унӑн, Николай Ивановичӑн, "Болгары и чуваши" кӗнеки историре пулман та тейӗн!
Чӑннипе вара, Н.И.Ашмаринӑн "пӑлхар-чӑваш" вӗҫе-вӗҫлӗх вӗрентӗвне тӗпӗ-йӗрӗпе (100%!) кӑкламасӑр, нимӗнле "ҫӗнӗ гипотеза" та кӑларса тӑратма майсем ҫук!
Анчах та, шел пулин те, Ашмарин хывса хӑварнӑ никӗссене сӑлтавсӑрах ишме тата аркатма хӑтланакансем пурпӗрех тупӑнкалаҫҫӗ-ха. Тӳреммӗн мар ӗнтӗ, таҫтан айккинчен, "вӑрттӑн"! (Мӗншӗн тесен тӳртен кӗрслеттерме хӑяймаҫҫӗ). Ҫавсен шутне хисеплӗ Антон Кириллович Салмин хӑтана та кӗртме тивет. Ҫавна май эпӗ "Антисалмин" тата "Антисалмин-2" ятсемпе материалсем кӑлартӑм. Вӗсем ҫак сайтра пур. Кунсӑр пуҫне тата манӑн "Высшая и последняя стадия неосуваризма" статьяна пӑхӑр, тархасшӑн.
Халь эсӗр вулакан статьяна ҫавсен тӑсӑмӗ тесе шутлама пултаратӑр.
Чылай чухне ҫапларах икӗпитленнине те курма пулать. Пӗр енчен, Ашмарина мухтам пекки тӑваҫҫӗ: мухтавлӑ, чаплӑ, хӑватлӑ вырӑс мӑнтарӑн чӑвашран тата унӑн чӗлхинчен йӗрӗнмен имӗш... Тепӗр енчен вара, хайхи карччынкка ҫинче кӑтартнӑ пек, кутран тапса сирпӗтеҫҫӗ.... Ним именмесӗрех!
... Пурне те ырлӑх-сывлӑх сунатӑп. Таса пулӑр!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.