Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Невозможно быть хозяином Времени, но не надо быть его рабом.(Илья Шевелев)
 

Ad

Таисия Ташней: Чӑваш сцени ҫинчи вӑрланӑ юрӑ

Таисия Ташней27.06.2016 08:005717 views

Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп.

Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ. Чӑннипех пултаруллисене, хамӑн ҫавӑн йышши талант ҫуккине кура, хӑпартланса та савӑнса йышӑнмалла пек. Анчах пиҫи-пиҫми сӑвӑпа, пиҫи-пиҫми кӗвӗпе, пиҫи-пиҫми сасӑпа сцена ҫине тухакансене хавхаланса йышӑнма чӑтӑмлӑх ҫитменни пӗтерет.

Паян вара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Контактра», «Эсӗ ман хӗвелӗм, эсӗ ман тӗнче» ушкӑнра Ирина Степанова плагиат юрӑсем пирки сӑмах пуҫаранипе тӗл пултӑм. Акӑ еплерех ҫырнӑ вӑл:

«Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем час-часах сцена ҫине Раҫҫей е тӗнче хичӗсемпе (сӑмахӗсене куҫарса е паллӑ кӗвӗ ҫине урӑх текст хурса) тухни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. «Плагиат» тӗслӗхӗсемпе «Унталла та кунталла пӗр пекех юрламалла» ушкӑнра тӗплӗнрех паллашма пулать.

Телее, пур артист та плагиатпа ҫыхланмасть. Вӗсен тивлечӗпе тата чӑваш сӑвӑҫисемпе композиторӗсем тӑрӑшнипе чӑнласах ЧӐВАШ эстради пур та. Паллах, плагиат тӗслӗхӗсем анлӑ сарӑлни чӑваш эстрадине пуянлатмасть.

«Вӑрланӑ» юрӑсене мӗнле хакламалла-ши? Пӗр енчен, паллӑ кӗвӗпе чӑваш сӑмахӗсене ташлаттарни ахаль итлекеншӗн савӑк пек. Тепӗр енчен, ку — автор прависене пӑсни, паллӑ кӗвӗ ҫинче чап патне ҫӑмӑл ҫул хывма тӑрӑшни. Эсир мӗнле шутлатӑр?

Хамӑр енчен чӑваш эстрада юрӑҫисене чӑнласах илемлӗ ЧӐВАШЛА юрӑсем ҫырма, тупма сунас килет. Паллах, хатӗррипе усӑ курма ҫӑмӑл, анчах чӑваш чун-чӗринче туптаннӑ паха кӗвӗ-юрӑ хакӗ тем тесен те пысӑкрах».

Ҫапла, ку вӑл пӗр ҫын шухӑшӗ. Килӗшме пулать-ши унпа е ним ҫукран нимӗр тенӗ евӗр, вӑрланӑ юрӑ-кӗвӗ те аван-ши?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters