Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Никто не любит знаться с мошенниками, если он сам не мошенник.(Ж.Руссо)
 

Ad

Agabazar: Орфографи: ҫын факторӗ

Agabazar22.09.2016 15:3730009 views

В. Алексин "Орфографи суда ҫитерчӗ" статья ҫырса кӑларнӑ май, кунашкал пӑтӑрмахсенче ҫын факторӗ мӗнле вырӑн йышӑнни пирки шута каймалла пуль терӗм.

Ну, эпӗ кунта чӑн малтанах "ахаль" ҫынсене мар илетӗп. Тӗрлӗ йышӑнусем тӑвас ӗҫе хутшӑнакансем тӗлӗшпе калатӑп. Чи пӗлтерӗшлӗ йышӑнусене чӑннипе мунчара е кӗрекере ларнӑ чухне хута янисем пирки калаҫаҫҫӗ халӑхра. Леш Илле Тӑхтин "Колчак" ятлӑ памфлетла поэминчи пек ӗнтӗ.

Мӗншӗн-ха ҫынсем вӑл е урӑх позици йышӑнаҫҫӗ? Мӗн хистет ҫынсене апла-капла хӑтланма? Ӗнтӗ сӑмахӗ кунта харкамлӑхсен психологийӗ пирки пырать. Чӑххӑн та характер пур тенешкел, прахвиссӑрсен те вӑл япала ҫук мар теес пулать.

Акӑ Иван Андреевич Андреевах илер. Чӑннипе каласан, пӗтӗмпех вӑл тапратса янӑ вӗт ӗнтӗ мӗнпур пӑтӑрмахсене! Кӳренӳ туйӑмӗ пулнах ӗнтӗ унӑн! Ара, пӗр хутчен, 1967-мӗш ҫулта, уншӑн питӗ чуна ҫывӑх пулнӑ тата пурнӑҫланмах тытӑннӑ проекта каялла сирпӗтнӗ мар-и-ха? Реванш тӑвас кӑмӑлсем ҫатӑрласа илнӗ ӗнтӗ ӑна... С.П.Горский тӗлӗшпе те ҫак юлташӑн кӑмӑлӗсем юлнах ӗнтӗ — ҫырулӑхӑн пӗр параграфӗнче унӑн ятне негативлӑ контекстпа кӗртсе яниех мӗне тӑрать!

Килӗшетпӗр, И.А.Андреев хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай ҫынна ырӑ тунӑ, — пурӑннӑ пулсан татах та ыттисем тӗлӗшпе "ырӑ ӗҫсем" тума пултарнӑ. Ҫавна кура ун таврашри ҫынсен "парӑмлӑх туйӑмӗсем" вӑйланнӑ. Ну "парӑма" вара, пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, "тӳлесе татма тивет" ("Долг платежом красен" теҫҫӗ вырӑсла). Ҫапларах пуҫтарӑннӑ камантӑ пекки.

Паллах, кунашкал лару-тарура халӑх шӑпипе унӑн культури пирки шута кайни пачах та пулма пултараймасть.

Ҫырулӑх пӑтӑрмахӗсене сӳтсе явассипе ҫыхӑннӑ пӗр сумлӑ пухура пулнӑччӗ. Пӗри ҫапла тухса евитлерӗ: "И.А.Андреев КГБ текен тытӑмпа тачӑ ҫыхӑннӑ ҫын пулнӑ..."

Мӗн калани — пӗтӗмпех пулса иртнине психологи енчен анализ тума хӑтланни (психоанализ).

Асӑнаҫҫӗ час-часах А.П.Хусанкай ятне. Параламентӑн культура комиссине ертсе пынӑ вӑл ҫав тӗлӗнмелле вӑхӑтсенче. В. Алексин ҫапла калать:

<<Чи «айӑплӑ» ҫын, А.П. Хузангай, Ҫӗнӗ правилӑсене ҫине тӑрса йышӑнтарни йӑнӑш пулнине тахҫанах йышӑннӑччӗ. Айкомиссин юлашки ларӑвӗнче вӑл сӗннӗ улшӑнусемпе килӗшни ҫинчен те пӗлтерчӗ.>>

Кунашкал самантсене ҫакнашкал уҫҫӑн палӑртнине эп ырлатӑп.

Мӗншӗн-ха ҫапах та А.П.Хусанкай ҫав ҫулсенче И.А.Андреев пуҫарӑвӗсене ырланӑ? Е, "ырланӑ" тесех калас килмесен, мӗншӗн хирӗҫ тӑман? Ман шутпа ҫакӑ та питӗ кӑсӑклӑ ыйту!

Эпӗ Атнер Петровичпа хутшӑнса курман, унпа пӗрле качака е сурӑх пусни те пулман. Мунчана пӗрле ҫӳремен, кӗрекере юнашар ларман. Апла пулин те ыйту хуравне палӑртма тӑрӑшар.

Ун чухне пурнӑҫ Чӗлхе Саккунӗ тавра вӗресе тӑнӑ. Саккуна пурнӑҫа кӗртме программа та пулнӑ. Вӑт ҫак ӗҫре И.А.Андреев пирӗн Атнер Петровччӑна пайтах пулӑшнӑ. Ҫавна май вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫессинчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Шӑпах ҫапларах куратӑп эпӗ Чӑваш Наци Конгресӗн президенчӗ, каярах хисеплӗ президенчӗ пулса тӑнӑ ҫыннӑн ҫак ҫырулӑх таврашӗнчи чӑн-чӑн рольне.

Мӗнпур халӑха илес пулсан ("Халӑх, халӑх" тенӗрен, хал ҫӗкленчӗ ҫӗнӗрен..." ©Петӗр Хусанкай), — ку та пит кӑсӑклӑ ыйту. Ун пирки халлӗхе пит калаҫса тӑмӑпӑр.

Каллех В.Алексин статйинчи йӗркесене илсе пӑхар:

<<Сӑмах май каласан, архивра упранакан Президиум хучӗсем хушшинче хайхи Ҫӗнӗ правилӑсем, хаҫатра пичетленнӗ экземпляр та пулин, тупӑнман. Аппаратра кирлӗ хутсемпе ӗҫлекен ҫивӗч куҫлӑ майрасем те ҫакна асӑрхаман.>>

Ҫырулӑх Правилисен "Хыпарта" пичетленнӗ тексчӗ ман ҫумра пурччӗ. Халь шыракаласа пӑхрӑм та — тупӑнмарӗ. Таҫта кайса кӗнӗ. (Тен, кӑштахран темле майпа сиксе тухӗ).

Анчах та вӑл Аслӑ Канаш ятӗнчен пичетлеттернӗ текст мар. Юрий Михайлович Виноградов пичетлесе кӑларттарнӑскер. Ҫавӑнпа та суд ӗҫӗнче унпа усӑ кураймастӑн.

Парламент хӑй (влаҫсем!) пичетлеттерсе кӑларнӑ текст кирлӗ.

Апла-и, капла-и, судлашни ҫине эп скептик куҫӗпе пӑхатӑп. Асӑрхӑр-ха, мӗн тенӗ:

<<...от 11 марта 1992 г. №ПР-919 ...>>

Ҫырулӑх йӗркевӗсен ҫак версине пӑрахӑҫлаттарсшӑн. Анчах та ӑна капла та пӑрахаҫланӑ мар-и-ха? Кайран (1994-мӗш ҫулта) ҫӗнетнӗ верси кӑларса тӑратнӑ. Валентин Сергеевич Шурчанов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑт ҫавӑн пирки кӑна калаҫма пулать паян. Уҫӑ алӑка ҫӗмӗрсе кӗме хӑтланни — кулӑшла.

Ҫакӑнпа халлӗхе вӗҫлетӗп.

Пӗрремӗш карччынккана илнӗ вырӑн.

Иккӗмӗш карччынккана илнӗ вырӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters