Ман шутпа, ҫапла тумашкӑн халӗ ҫав тери меллӗ самант. Темӗнле "реформӑсем" туса ирттермесӗрех, тӳрех "нульрен" пуҫласа, чи кӑсӑклӑ предметсенчен пӗрне чӑвашла ӑша илсе ӳсмешкӗн май пур пек пулса тухать. Тавайӑр-ха ҫак тӑрӑмпа усӑ курса юлар. Мӗншӗн тесен кун пекки час-часах пулмасть.
Астрономи урокӗсем нумай пулас ҫук. Унччен те ӑна эрнере пӗр хут е икӗ эрнере пӗр хут ҫеҫ вӗрентнӗ. Халӗ те ун валли нумай сехет уйӑрса парас ҫук. Ҫак енчен илсен те курӑнать ӗнтӗ чӑвашла вӗрентме тытӑнассин проблемисем нумаях пулмасси. Ӗҫе кӳлӗнме, чӑннипе калас-тӑк, ырӑ кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ.
Вӗрентӳ планӗсене, стандарчӗсене, вӗренткӗчсене Мускавран частарах ыйтса илесчӗ те ним тӑхтаса тӑмасӑр чӑвашла куҫарма пуҫласчӗ. Вара аккурат ыттисемпе пӗрле, шӑп тепӗр ҫултан, чӑвашла астрономие шкулсенче шарлантарма тытӑнасчӗ.