Родиться мало - надо еще состояться.(Илья Шевелев)
Ad
Тимофеев В.Н.: Оринов чиновник пулмалли ҫын мар
Тимофеев В.Н.08.11.2016 11:574575 views
Маттур чӑваш ывӑлӗ Вадим Петрович Ефимов культурӑ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа чипер те йӗркеллӗ ӗҫленине лайӑх астӑватпӑр. Шел пулин те, В.П. Ефимовӑн вӑл ӗҫрен тухса каймалла пулчӗ. Паллах, ӗнтӗ, тухса кайнин сӑлтавне пирӗн пӗлмесен те юрать. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Академи драма театрӗн директорӗ пулса ӗҫлет. Ытла та аяла лартни мар-ши ку куҫару?
Культура министрӗн театрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса паллӑран та паллӑ режиссер Вячеслав Николаевич Оринов ӗҫлеме пуҫларӗ. Режиссура ӗҫӗ В.Н. Ориновӑн юратнӑ ӗҫӗ пулнине аван пӗлетпӗр. Каялла, хӑйӗн ӗҫне таврӑнма вӑл пӗрре те хирӗҫ пулас ҫук. Хӗрхенмелле, ӗнтӗ, Вадим Петрович Ефимова! Ӑна, вара, ӳсӗм килтӗрччӗ, В.Н. Ориновӑн ӗҫ вырӑнне йышӑнмалла пултӑрччӗ!
Нумай-нумай ҫул хушши Чӑваш Академи драма театрӗн директорӗ Раҫҫей Тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш Халӑх артисчӗ Николай Данилович Григорьев пулса ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑтрах сцена ҫинче те рольсене вылянӑ, директор ӗҫне те пурнӑҫланӑ. Артистсем вӗсем хӑйсем чи паллӑ чӑваш театрӗн сцени ҫинче рольсене калӑпланипеле тивӗҫлипех мухтанаҫҫӗ тата мӑнасланаҫҫӗ, театрӑн директорӗ сцена ҫинче хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартса чапа тухнӑ хисеплӗ артист пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ!