Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Ложь должна быть чудовищной, чтобы в нее поверили.(Геббельс)
 

Ad

Agabazar: Хусан, Хусан тееҫҫӗ...

Agabazar14.11.2016 19:5910297 views

"Хусан, Хусан тееҫҫӗ —

Хусан мӗнне пӗлмеҫҫӗ"

("Тилли юррисен" пичетленмен йӗркисенчен) (Шӳт*)

Хусан. Сасартӑк Откуда есть пошла «"земля Казанская"»? тени илтӗнчӗ те, тӳрех ҫапла шутласа илтӗмӗр: слапух турра, ӗнтӗ тинех Хусан хӑҫан тата епле пуҫланса кайни пирки чӑннине калӗҫ!

Анчах та шаннӑ йӑвара кайӑк ҫук иккен.

Тӗрӗссипе, асӑннӑ "лекцире" Хусан епле пуҫланни пирки мар, вӑл епле тӗп пулни, пӗтни пирки сӑмах пырать. Хаяр Иван Хусан хулине тата ханлӑхне епле аркатни пирки. Вӑт ӗненсе ларт вара ҫынсене!

Тутарсем ав 2005-мӗш ҫулта Хусан хули 1000 ҫул тултарнине уявларӑмӑр терӗҫ. Паллах, Кремль ирӗк панипе. Вӑт ҫавӑнтан пуҫламаллаччӗ те ӗнтӗ сӑмахне Сергей Щербаков хоспочынӑн! Чӑнах та 1000 ҫулта-ши Хусан е апла мар-ши?

В.Л.Егоров авӑ Хусана 14-мӗш ӗмӗрте ҫеҫ никӗсленӗ тесе ӗнентерет.

И.Г.Добродомов та ҫавнах калать. В.Д.Димитриев та ку шухӑшпа тӗппипех килӗшнӗ. Апла пулин те Кремльте "тутарсен версийӗ" хыҫҫӑн кайма шутланӑ. Мӗншӗн?

Щербаковсене кунашкал ыйтусем пачах та шутлаттрмаҫҫӗ, лекцийӗн ячӗ ҫапла тума хушать пулин те. Лекци ячӗн айпуҫелӗкӗ те ҫаплах тума хушать. Анчах кун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. Щербаковсен тӗллевӗ — Хусана Хаяр Иван аркатнишӗн каҫса кайса савӑнасси. Унсӑр пуҫне урӑх тӗллевсем ҫук та тейӗн.

<Ӳкерчӗк ҫинче — Хусан хулинчи хӑйне евӗрлӗ палӑк. 1552-мӗш ҫулта Хаяр Иван тутарсене парӑнтарнӑ чухне вилнӗ (пуҫӗсене хунӑ) вырӑссене асӑнса лартнӑ. (Халӑхра "Хаяр Иван палӑкӗ" теҫҫӗ).

Мӗнех, Щербаковсен те, ыттисен те, савӑнмалӑх сӑлтавӗсем пур ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен эпир, паян пурнакан ҫынсем, истори мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекрен ҫеҫ чӗрӗ. Ку япалана лӗпӗш эффекчӗ теҫҫӗ.

Анчах та кунта ак мӗн сиксе тухать. Калапӑр, 1904-05-мӗш ҫулсенче Раҫҫей империйӗн Японие парӑнма тивнӗ. Цусимӑра калама ҫук пысӑк трагеди тӳснӗ. Хайхи ЛӖПӖШ ЭФФКЧӖ текеннине пулах, ҫавнашкал трагедисем сиксе тухни те эпир паян ҫут тӗнчере пуласси патне илсе ҫитернӗ. Цусимӑсем-Мукденсем пулмасан, эпир те паян ҫут тӗнчере пулас ҫукчӗ. Мӗншӗн тесен ЛӖПӖШ ЭФФЕКЧӖ текенни вӑл пулӑмсем "лайӑх" е "начар" иккенне пӑхса тӑмасть, кирек хӑҫан та пӗр пекех хӑватлӑн ӗҫлет.

Кунта кӑштах ӑнлантарни те кирлӗ пулас. Вырӑс-Яппун вӑрҫинче пайтах салтак вилнӗ. Вӑрҫӑ пулмасан, вӗсем чӗрӗ юлнӑ пулӗччӗҫ, киле таврӑнса ҫемйесем ҫавӑрӗччӗҫ. Ҫемйеллисен те килйыш пурнӑҫӗ малалла тӑсӑлӗччӗ. Ҫапла вара вӑл таврара мӑшӑрсем пач урӑхла йӗрекеленӗччӗҫ. Вӑл шутра домино принципне кура та. Эппин, ҫав ламран пыракан килес ӑрусем те тӗппипех урӑхла пулмалла. Паян пур шутланкан ҫынсен тӗнчене килес шанчӑк ҫук пулса тухать, кунашкал шутласа кайсан.

Апла пулин те ӗлекхи начар пулӑмсемшӗн паянхи ҫынсем "тавтапуҫ" е "мухтав" юррисене юрламаҫҫӗ. Тутарсем те ҫавах. Тӗрӗс, паянхи тутарсем Хусан ханлӑхӗ арканнине кура ҫеҫ пур. Паллах, ытти тутарсем пулатчӗҫ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех ытти вырӑссем, ытти чӑвашсем, ытти ҫармӑссем... Пач урӑх ҫынсем.

Хальхисем мар.

 

ХУШӐМ

В.Л.Егоров Хусана епле никӗслени пирки каланисем

Пӗрремӗш фрагмент

Казань. Один из поздних золотоордынских городов, возникновение которого вызвано целым рядом внутриполитических процессов, происходивших в государстве во второй половине XIV в. Выяснение даты основания Казани имеет особое значение для понимания историко-географических изменений, происходивших на территории бывшей Волжской Булгарии во время событий «великой замятни».

Иккӗмӗш фрагмент

В обстоятельных летописных рассказах о походах ушкуйников 1360, 1366, 1374, 1375 гг. также постоянно фигурирует Булгар, Казань же не упомянута ни разу.168)

Виҫҫӗмӗш фрагмент

Его бесспорное существование в XIV в. подтверждается надежными летописными свидетельствами. Наиболее раннее из них содержится в Рогожском летописце под 1391 г.170) при описании похода ушкуйников, разграбивших Джукетау и Казань. Сообщение это повторяется в Симеоновской летописи и Московском своде 1479 г.171) Второй раз Казань фигурирует в Новгородской IV летописи под 1395 г.172) при описании большого похода русских войск, сопровождавшегося разгромом Булгара, Джукетау, Казани, Кременчука. Таким образом, в последнее [101] десятилетие XIV в. Казань представляется крепостью или городом, значение которого уже не могли недооценить русские войска.

Тӑваттӑмӗш фрагмент

Для устройства своей резиденции и административного центра владений Хасан выбрал место недалеко от устья нынешней реки Казанки, в 120 км севернее Булгара. Основание города именно здесь имело два неоспоримых для того времени преимущества. Во-первых, город получал по р. Казанке выход к Волге и фактически находился на ней. Во-вторых, он был незаметен с Волги, так как отстоял от нее на расстоянии нескольких километров. Второго места, столь же удобного и отвечавшего таким требованиям, в этом районе волжского левобережья нет.

Вопшӗм-типшӗм, ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ каҫӑпа В.Л.Егоров хоспочын мӗн ҫырнисене пӗтӗмпех вулама пултаратӑр. "Хасан" текен ҫын кам иккенне те аван ӑнлантарнӑ унта.

Тата ҫакна аса илтерни вырӑнлӑ: ҫармӑссем Хусан хулин ятне тутарсенчен мар, чӑваш несӗлесенчен йышӑннӑ. Хосаҥ > Озаҥ. Ҫармӑс чӗлхинче "Х" сасӑ пулман ун чухне, ҫавна кура сӑмахӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Танлаштарӑр: Хола > Ола ~ Йошкар-Ола.

Кун пирки Лингвофорумра тӗплӗнрех пӑхӑр, тархасшӑн. Тата ҫавӑн пекех ак кунта.

 

______________________________________________________

*Чӑннипе Петӗр Хусанкайӑн "Тилли юррисен" йӗркисенче ак ҫапла: "Хусан кӑна Хусан тееҫҫӗ, // Хусан Кирушӗ ман аттеҫӗм..."

 

P.S. Статьяна, ӑнсӑртран хамах кӑларса пӑрахнине кура, ҫӗнӗрен вырнаҫтарма тиврӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters