Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ.
«Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта.
Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ.
Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман.
Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.