1. Янина Жеймо. Совет Союзӗнчи Кӗлпике блокадӑри хулара пӗр ҫул пурӑннӑ. Лутра, начар пулнине пӑхмасӑр ӑна истребительсен батальоне илнӗ. Вӑл салтаксен умӗнче концерт лартнӑ, пурин пекех 125 грамм ҫӑкӑр илнӗ. «Гитлер пӗр ырӑ ӗҫ тунӑ – эпӗ начарлантӑм», — тенӗ вӑл кайран.
2. Сергей Филиппов. Камит театрӗнче ӗҫлекен ҫынсене 1941 ҫулта Душанбене эвакуацилемелле пулнӑ. Анчах хуларан тухма май пулсан та Сергей Филиппов хулара юлнӑ. Ӳкерчӗкре пӗр ҫыннах-и? Калама ҫук. Анчах пӗрпеклӗх пур.
3. Леонид тата Виктор Харитоновсем. «Иван Бровкин салтак» экран ҫине тухсан Леонид Харитонов чылайӑшӗн кумирӗ пулса тӑнӑ. Унӑн шӑллӗ Виктор актер тата режиссер пулса тӑнӑ, «Эксперимент» театр йӗркеленӗ. Ку — вӑрҫӑ хыҫҫӑн. 1941 ҫулта Леонидпа Виктор пӗчӗк пулнӑ-ха. 11-те тата 4-ра. Вӗсем чӗрӗ юлас тесе супӑнь те ҫинӗ.
4. Лидия Федосеева-Шукшина. Вӑл ун чухне 3-ре кӑна пулнӑ. Аса илме юратмасть вӑл. Актриса сивве, выҫлӑха чӑтса ирттернӗ.
5. Алиса Фрейндлих. Блакда пуҫланнӑ чухне вӑл шкула кайма тытӑннӑ. Вӗсен ҫуртне персе пӗтернӗ, хӗлле тӗппипех аркатнӑ. Чӗрӗ юлас тесе вӗсем ҫилӗм пӗҫернине, горчица янине астӑвать.
6. Галина Вишневская. Блокадӑри мӗнпур куна ҫавӑнта пурӑннӑ вӑл. Ун чухне 15-ре ҫеҫ пулнӑ-ха вӑл. Вӑл кукамӑшӗпе пурӑннӑ. Блокадӑра вӑл ӑна ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл блокадӑри хулана пулӑшма тытӑннӑ.
7. Илья Резник. Вӑл 3 ҫулта кӑна пулнӑ. Вӑл аслашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑннӑ. Ашшӗ фронта кайнӑ. Амӑшӗ урӑх арҫынна качча тухнӑ та виҫӗреш ҫуратнӑ, аслинчен пӑрӑннӑ.
8. Илья Глазунов. Унӑн пысӑк ҫемйи блокадӑра вилнӗ. Илья ун чухне 11 ҫулта пулнӑ. Вӑл 1942 ҫулта тӑванӗсемпе «пурнӑҫ ҫулӗпе» тухма пултарнӑ.