Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Человек может проверить свои знания, только приложив их.(Сенека)
 

Ad

Agabazar: Палтиел хӗрӗ

Agabazar13.02.2017 17:495043 views

Мускав, Мускав тееҫҫӗ....

Мускаври чӑвашсем пирки калани илтӗнчӗ те (Тавтапуҫ Владимир Болгарские!), Тольятти аса килсе кайрӗ.

Нина Никандровна Измайлова , Чӑваш Енти Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш. Халӗ Тольятти хулинче пурӑнать, пенсире. Ҫакӑ тата ытти сӑнсене илнӗ вырӑн: Сайтри калав: "Рассказ о встрече в библиотеке «Фолиант» Тольятти"

Н.Н.Измайлова 1992-мӗш ҫулта Тольятти чӑвашӗсене пуҫтарса "Телей" ушкӑн йӗркелесе янӑ. Эппин халь ҫавӑнтанпа 25 ҫул (чӗрӗк ӗмӗр) ҫитрӗ теме пулать. Тӗрӗсрех каласан, ҫитсе пырать.

Ӑна никам та ҫак ӗҫе тума хушман. Йӑлтах хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Купӑсҫӑ шыраса тупнинчен пуҫланӑ. Пӗччен тенӗ пек Тольяттире историре пӗрремӗш хут чӑвашла концерт ирттернӗ. Концерт хыҫҫӑн ун патне Тутарстантан Тольяттие пурӑнма килнӗ Зина Белова (Юрьева) пынӑ та хӑйӗн те юрлас кӑмӑлӗ пуррине пӗлтернӗ (Аяларахри фоттоӳкерчӗкри — вӑл мар пулмалла). Унтан татах ҫынсем тупӑннӑ.

Ҫавӑнтанпа "Телей" ансамбль Самар облаҫӗнчи чӑвашсем ирттерекен мӗнпур тенӗ пек пухусене, концертсене ытти ӗҫсене хутшӑнать. Е тата Тольятти хулин кунӗсене (июнӗн 10-мӗшӗччӗ пулас)...

Мускавсем пирки мӗн калама пулать???

Нина Никандровна Измайлова пирки кӑштах Фейсбукра вуласа пӗлме пулать. Унта унӑн икӗ хӗр пулни пирки каланӑ. Ҫав хӗртен пӗрне эп хам курнӑ. Ҫирӗплететӗп: хайхи Фейсбукра асӑннӑскер, ҫав хӗрача, чӑвашла пӗлет тени чӑнлӑхпа килӗшсе тӑрать. Суя мар. Кунта "пӗлет" тени те ҫителӗксӗр. Пӗр-пӗр Вӑтакасран е Касмантуртапуҫӗнчен тухнӑ чӑваш ачинчен те вӑл ку енӗпе пӗртте уйрӑлса тӑмастчӗ темелле. Кирек кампа та шарлантаратчӗ ҫеҫ чӑвашла. Ҫырмара шыв юнӑ пек, кассӑн-кассӑн ҫил вӗрнӗ пек. Хам ӗмӗрте эп ун пек хулара ӳссе ҫитӗнсе чӑвашлӑх тӗлӗшпе ҫав шая ҫитнӗ ачана урӑх курман. Хӑйсен е урӑххисен ачисемпе каппайланакансем, мухтанакансем, паллах, пур. Анчах патнерех пырса пӑхсан, пачах урӑхла ӳкерчӗке куратӑн. Тӗрӗс ӑнланма ыйтатӑп: эпӗ нихӑш ашшӗ-амӑшне те ӳпкелеме шутламастӑп. Мӗншӗн тесен пулса пыракан лару-тӑрӑва пӗтӗмпех ӑнланатӑп. Хурри-шуррине, йӳҫҫи-пылакне йӑлтах пӗлетӗп, куратӑп. Нина Никандровна пултарнӑ, авӑ. Мӗншӗн пултарайнӑ? — Ку урӑх ыйту... Кашниех пултарайманни каламасӑрах паллӑ.

Енчен те Нина Измайлован хӗрӗ мӗншӗн ҫапла ҫитӗнни пирки шутласа кайсан, тупсӑмне те тупма пулать пуль. Фейсбукра, авӑ, ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ тенӗ Н.Н.И. пирки. Эппин унӑн ачисене пӗччен ӳстерме тивнӗ, ахӑртнех. Чылай чухне епле пулать-ха? Калапӑр, ашшӗ е амӑшӗ ачипе чӑвашлах калаҫасшӑн тейӗпӗр. Кӑмӑлӗ пур эппин. Анчах та ачана витерекенсем пӗр-пӗринпе ҫураҫулӑх тупаймаҫҫҫӗ. Пӗри пӗтӗм ырӑ кӑмӑлӗпе чӑвашлах калаҫас тет пулсан та, тепри пырса вӑрҫса тӑкатЬ: "по чувашски разговаривать туни" никама та кирлӗ мар имӗш... Пӗри унталла туртать, тепри кунталла. Ҫапла вара хайхи ачан та чӑвашла калаҫас кӑмӑлӗсем тӗппипех сӗврӗлеҫҫӗ. Н.Н.Измайлова юлташӑн кунашкал нушасем (ачана унталла-кунталла туртнисем) пулман пулас. Сӑпайлӑн кӑна хӑйӗн амӑш ттивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Килйыш тулашӗнче те шутсӑр сӑпайлӑ. Калапӑр, хӑшпӗрисем пек, нихҫан та вырӑнти чӑвашсен патши пулас тесе хӗрӗнсе ҫӳремен. Хайхи Фейсбукӑн асӑннӑ страницинчи йӗркесене илсе кӑтартатӑп. Пӗр-пӗр поэмӑри пек илтӗнеҫҫӗ вӗсем.

Тусӑмсем!

Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир атте-анне чӗлхипе ҫырмасан-калаҫмасан - пирӗн вырӑна кам ҫыраять-калаҫаять, ӑна хамӑрӑн ачасемпе мӑнуксене вӗрентсе хӑвармасан - кам килсе вӗрентеет? Никам та.

Ку пирӗншӗн йывӑр ӗҫ мар - сывланӑ пек ҫӑмӑл.

Пуррине упрар-ха, тусӑмсем, ҫуккине тупар.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters