Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Отказаться от риска - значит отказаться от творчества.(А. Макаренко)
 

Ad

Софья Савнеш: ЕТК карточкипе усӑ курас килсен чылай нушаланмалла

Софья Савнеш23.02.2017 20:395568 views

«Паянтан — 17 тенкӗ!» — кондуктор калани шартах сиктерчӗ. Чӑнах та, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа ҫӳренӗшӗн 15 тенкӗ мар, 17 тенкӗ тӳлемелли пирки унчченех калаҫма тытӑннӑччӗ-ҫке-ха. Нарӑсан 20-мӗшӗ епле ҫитсе тӑнине асӑрхаман та! «ЕТК илӗр, капла 4 тенкӗ йӳнӗрех ларать, 13 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле», — сӗнчӗ кондуктор. Чӑнах та, питӗ лайӑх шухӑш — каяс та туянас!

ЕТК картточкӑпа ҫӳреме йӳнӗ пуль-ха та, анчах ӑна туянас тесен ҫыннӑн мӗн чухлӗ чупма тивет. Шупашкарти «Элара» патӗнче вырнаҫнӑ Перекет банкне кӗтӗм. Унта — черет. Пӗр аппарат патне пырса карточкӑна туянмалла, укҫа хурас тесен вара урӑх черете тӑмалла… Чӑннипе каласан, унашкал черет тахҫанах курманччӗ. Совет Союзӗнче, лавккара япала, апат-ҫимӗҫ дефицит чухне, кун пеккине курма май пулнӑ-ха. Ун чухне кӑлпасси илме тем вӑрӑмӑш черет тӑнӑ. Халӗ те ҫав вӑхӑта таврӑннӑ тейӗн — васкамалла пулсан та черет ниепле те хӑвӑрт шумасть. Карточкӑна туянма кӑна пултартӑм. Алӑ сулса тухса кайрӑм. Каҫхине Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Перекет банкне кӗтӗм. Телее, хальхинче черет пулмарӗ, ЕТК карточка ҫине укҫа чиперех хутӑм.

Пурнӑҫ урхамах пек малалла ӗрӗхет, ЕТК карточка та хальхи саманапа килӗшсе тӑрать, уҫа курма меллӗ. Ун пирки нумай калаҫаҫҫӗ, рекламӑлаҫҫӗ. Анчах, манӑн шухӑшпа, карточка ҫине укҫа хумалли тытӑма йӗркелесех ҫитермен. Тӗслӗхрен, «Сбербанк-онлайн» сайта кӗрсе укҫа хума ҫук. Раҫҫей почтин мӗнпур уйрӑмӗнче те ку енӗпе ӗҫлемеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче кун пирки нумай ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри терминалта карточка ҫине укҫа хурайман — япӑх ӗҫлет-мӗн (хам та укҫа хунӑ чухне хӑш менюне кӗмеллине аран-аран шыраса тупрӑм). Тата карточка пур кӗтесе те сутлӑха ҫитеймен. Калӑпӑр, Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансен ӑна вырӑнта туянаймаҫҫӗ, Шупашкара кайма тивет.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пур транспортра та ЕТК карточкӑна йышӑнмалла. Анчах пур водитель те терминал лартман, ҫавна май тавлашусем тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫакӑншӑн пассажира кӑларса ҫапать. Анчах ку — саккуна пӑсни. Терминал ҫук-тӑк пассажир тӳлевсӗрех кайма пултарать.

ЕТК карточкӑпа мӗнле усӑ курмаллине йӑлтах тӗнче тетелӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Ятарлӑ сайт та пур. Унта ыйтусем сиксе тухсан хӑш номерпе шӑнкӑравламаллине те кӑтартнӑ. Анчах, шел те, телефонӑн леш вӗҫӗнче чылай чухне калаҫаҫҫӗ. Е ӑна пачах никам та тытмасть.

Вӑт ҫавӑн пек: кӗсьери укҫана перекетлес, транспортра йӳнӗрех хакпа ҫӳрес килсен самаях нушаланма тивет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters